Молдавире чăваш киновĕн кунĕсем иртĕç

24 Çурла, 2021

Çурла уйăхĕн 25-28-мĕшĕсенче Молдавире «Асам ахрăмĕ» Чăваш киновĕн кунĕсем иртĕç. Фестивале «Чăваш чĕлхине упраса хăварасси, вĕрентесси, аталантарасси» программăпа килĕшӳллĕн йĕркеленĕ. Палăртмалла: чăваш наци фильмĕсене чикĕ леш енче 1927 çултанпах кăтартман.

Фестиваль Гагаузи автономийĕнче уçăлĕ. Сăмах май, çак кунсенче Копчак ялĕнче Тĕрĕк çамрăкĕсен кунĕсем иртмелле. Унта Раççей, Болгари, Румыни, Голланди, Боснипе Герцеговина, Çурçĕр Македони, Германи, Финлянди, Афганистан, Ирак, Сири, Кипр, Казахстан, Узбекистан, Туркменистан, Азербайджан тата Турци çамрăкĕсем хутшăнĕç.

Чăваш культурипе паллаштарма çак фильмсене суйланă: «Юман», «В.И. Чапаев», «Наследие», «Сюда не ступит нога врага», «В красном море».

Тĕрĕк çамрăкĕсен сьездĕнче чăваш фильмĕсене «Чăвашкино» патшалăх киностудийĕн директорĕн çумĕ, Чăваш Республикин кинематографисчĕсен союзĕн ертӳçи Олег Цыпленков кăтартĕ.

www.hypar.ru "Чăвашкино" сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: 

Комментари хушас