Монумент проектне палăртĕç

25 Кăрлач, 2021

Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене чавнă çĕре хутшăннисене халалланă монумент проекчĕсен конкурсне нарăсăн 15-мĕшĕнче пĕтĕмлетĕç.

Çак палăка Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан тылра тата хӳтĕлев линийĕнче тăрăшнă çынсене халаллĕç. Куславкка районĕнчи Аслă Куснар ялĕнчен инçе мар М7 трассăран пăрăннă çĕрте вырнаçтарĕç ăна.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Инстаграмри страницинче палăртнă тăрăх, Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене чавнă çынсене халалланă çулталăкра чылай мероприяти иртĕ: çавра сĕтелсем, документлă материалсем, кĕнекесем.

www.hypar.ru 

Рубрика: 

Комментари хушас