Музейсене – тÿлевсĕр

3 Ака, 2023

Ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисем республикăри культура учрежденийĕсене тӳлевсĕрех çӳреме пултараççĕ.

Çак çăмăллăхсем ЧР Пуçлăхĕн Хушăвĕпе килĕшӳллĕн пурнăçланаççĕ. «Пирĕн çар çыннисен çемйисене хамăрăн музейсенче йĕркеленĕ куравсене, театрсене, Филармонири тата Трактор тăвакансен Культура керменĕнчи концертсене пырса курма сĕнетпĕр. Мероприятисен афиши çĕнелсех тăрать, унпа Культура министерствин сайтĕнче паллашма пулать», — палăртнă культура министрĕ Светлана Каликова.

Хальлĕхе патшалăх музейĕсене 46 çын тӳлевсĕр кĕрсе курнă, вĕсен шутĕнче 36 ача. 1759 çын культура организацийĕсем ирттерекен тӳлевлĕ мероприятисене кĕме льготăпа усă курнă. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ, Вырăс драма театрĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕ, Чăваш патшалăх пукане театрĕ, Чăваш патшалăх филармонийĕ, Сăнав театрĕ мероприятисене тӳлевсĕр кĕртеççĕ. Чăваш патшалăх ансамблĕ билет хакне 50% чухлĕ йӳнетет, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх театрĕн спектакльне вара 100 тенкĕпе курма пулать.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас