Николай Ашмарина халалласа – конверт

24 Авăн, 2020

Раççей почти тĕрлĕ регионти ятлă-сумлă çынсене, унти паллă пулăмсене асра тытать. Чăвашсен паллă чĕлхеçи тата этнографĕ, чăвашсен 17 томлă словарĕн авторĕ Николай Ашмарин çуралнăранпа 150 çул çитнĕ май конверт кăларĕç.

Сумлă ăсчахăн юбилейĕ тĕлне кăларакан конверт ученăй çуралнă кун, юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче, сутлăха тухĕ. Конверт çинче - Виталий Петровăн «Н.И.Ашмарин – академик-чĕлхеçĕ» картини. Конверта 250 пин экземпляр тиражпа пичетлĕç. Ăна Раççей почтин кирек хăш уйрăмĕнче туянма май килĕ.

Сăмах май, юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш наци музейĕнче чĕлхеçе халалланă курав уçăлĕ.

www.hypar.ru

Вера ЭВЕРККИ. Раççей почтин архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Рубрика: 

Комментари хушас