Нумай ачаллă çемьесене пулăшĕç

25 Çу, 2022

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев паян ЧР Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттерчĕ. Правительство членĕсем çирĕм ыйту пăхса тухрĕç.

Çак шутра — нумай ачаллă çемьесене çурт лартма е хваттер туянма пĕр хутчен тӳлев парассине çирĕплетесси, «Сокол» хоккей клубĕн спортсменĕсене шалу тӳлеме субсиди уйăрасси. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, нумай ачаллă çемьесен прависене хӳтĕлемелли çакăн евĕрлĕ меслетпе республикăра пĕлтĕрех усă курма пуçланă. Çапла майпа тăлăхсене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтереççĕ.

Çамрăк хоккеистсене хавхалантарни те малашлăхра ырă çимĕçпе савăнтарĕ. «Ку ыйтупа эпир тахаçанах калаçма пуçланă. Пирĕн малашне те çамрăксене, тĕрлĕ ӳсĕмри çынсене сывă пурнăç йĕркипе туслаштарма тăрăшмалла, пысăк спортра çитĕнӳсем тумалла», — терĕ республика ертӳçи.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас