Общество сӑнавӗн центрӗ малалла ӗҫлет

19 Авăн, 2021

Общество суйлавӗн центрне кирек кам та - суйлавҫӑсем те, кандидатсем те - пырса республикӑри суйлав участокӗсенче ӗҫ мӗнле пынипе онлайн режимра паллашма пултарать. Паян ирхине мероприятире малта тата юлса пыракан участоксене палӑртнӑ. Кӑнтӑрла тӗлне пур участокра та сасӑлавҫӑсен йышӗ ӳснӗ. 12 сехете илес тӗк, республикӑра пурӑнакансен 44 проценчӗ граждан тивӗҫне пурнӑҫланӑ.

Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗн заместителӗ Олег Ефимов халӑх суйлава хастар хутшӑннине каларӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, суйлав йӗркепе килӗшӳллӗн пырать. Ҫапах саккуна пӑсакансем те ҫук мар. Тӗслӗхрен, Шупашкар районӗнчи 1713-мӗш участокра йӗркене пӑснине шута илнӗ. Экспертсем бюллетеньсене пӑрахӑҫлаттарма ыйтӗҫ. Унашкаллисен йышне 16 бюллетень кӗме пултарӗ. Улатӑр районӗнче пӗр политика партийӗ сасӑлав вӑхӑтӗнче агитаци ирттернӗ. Александр Белов /унӑн сӑнавҫӑсен ҫарӗ пур/ сӑмах илсен унӑн 2 хыпар пуррине пӗлтерчӗ. Яланхи пекех, пӗри лайӑххи, тепри япӑххи. Интернетри пысӑк компанисем /Яндекс, Гугл тата ытти/ фейк-хыпарсене блокировка тӑвӗҫ. Анчах суя хыпарсем ҫумӑр хыҫҫӑн кӑмпа шӑтнӑ евӗр нумай тухса пыраҫҫӗ. Сӑмахран, интернетра ҫакӑн пек ролик сарӑлнӑ - пӗр ҫын сасӑлав кабинкинчен тухать те бюллетеньсене ҫӳп-ҫап витрине пӑрахать. Ҫакӑ Чӑваш Енре пулнӑ имӗш. Анчах кунашкал ролик ытти регионта та сарӑлнӑ.

Общество канашӗн председателӗн заместителӗ Ирина Булыгина паян Ҫӗмӗрле районӗнче. Вӑл районти ҫынсен 33 прценчӗ сасӑланине пӗлтерчӗ. Кӑнтӑрла тӗлне кӑтарту пысӑклансах пынӑ, ҫынсем ҫемйипех сасӑлав участокне ҫитеҫҫӗ. Канаш районӗнче халӑхшӑн меллӗ япала шухӑшласа кӑларнӑ. Сасӑлама пыракансем тӑвар пӳлӗмӗнче сывлӑхне тӳлевсӗрех ҫирӗплетме пултараҫҫӗ. Ачасем вара сенсор пӳлӗмре вӑхӑта ирттереҫҫӗ.

www.hypar.ru Ирина Алексеева сăн ÿкерчĕкĕсем
 

Комментари хушас