Общество сӑнавӗн штабӗ пулӗ

18 Çурла, 2020

Иртнӗ эрнере ЧР Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республикӑра авӑн уйӑхӗнче иртекен суйлава сӑнаса тӑракан пӗрлехи центр туса хума сӗннӗччӗ. Паян ЧР Общество палатин членӗсем республика ертӳҫин ҫак пуҫарӑвне сӳтсе яврӗҫ.

Ларура палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи суйлав виҫӗ кун иртнӗрен тата Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн должноҫне йышӑнас текенсем хушшинче хӗрӳ тупӑшу пулассине туйса тӑнӑран сӑнав центрӗ питӗх те кирлӗ. Унта сасӑлавпа ҫыхӑннӑ мӗн пур информаци, ҫак шутпа суйлава мӗнле хатӗрленни те, йӗркене пӑснине пӗлтерни те, пырса тӑрӗ. Общество хастарӗсен шухӑшӗпе, ҫапла майпа суйлава уҫҫӑн тата тӗрӗс йӗркелесе ирттерме май килӗ. Общество сӑнавӗн штабне (палата членӗсем ҫӗнӗ тытӑма ҫапла ят пама йышӑнчӗҫ) йӗркелессине ЧР Общество палати хӑй ҫине илӗ. Унӑн йышне тӗрлӗ организаци, политика партийӗсен, республика Пуҫлӑхӗн кандидачӗсен представителӗсем кӗме пултараҫҫӗ.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сӑн ӳкерчӗкӗсем.

Комментари хушас