Олег НИКОЛАЕВ: Чи кирли — çынсене пĕрлештерни

25 Нарăс, 2022

Эрнекун республика Пуçлăхĕ Олег Николаев массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе курнăçрĕ. Журналистсем регион ертӳçин кăçалхи пирвайхи пресс-конференцийĕнче çĕкленĕ темăсем анлă та тĕрлĕ енлĕ пулчĕç.

Республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ, муниципалитетсен реформи, пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси, транспорт ĕçне йĕркелесси… Паллах, массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсене юлашки кунсенчи ĕç-пуçа пула Чăваш Енри предприятисем Украинăпа тытакан хутшăнусем хавашама пултарасси те, хаксен ӳсĕмĕ те пăшăрхантарать.

Икĕ сехет ытларах тăсăлнă тĕл пулура Олег Николаев журналистсен кашни ыйтăвне тĕплĕ хуравлама тăрăшрĕ, вăл е ку ыйтупа хăйĕн позицине палăртрĕ. Калăпăр, партисемпе тытакан хутшăнусем. Олег Алексеевич палăртнă тăрăх, уйрăм партире тăни ăна ытти парти представителĕсемпе те тачă çыхăну тытса ĕçлеме нимĕн чухлĕ те чăрманатармасть. Республика Пуçлăхĕ пулнă май уншăн çынсем пĕрле пулассине тивӗçтересси пысăк пĕлтерĕшлĕ — кам хăш партире пулнине пăхмасăр. Çак тĕллеве тĕпе хурса ĕçлеме тăрăшать те.

Хуравсемпе «Хыпар» хаçат ытларикунхи номерте тĕплĕн паллаштарĕ.

www.hypar.ru

 

Комментари хушас