Олег Николаев Канашсене Чукун çул ĕçченĕн тата Хула кунĕпе саламланă

6 Çурла, 2022

Чăваш Ен ертÿçи палăртнă тăрăх, республика Правительствишĕн кашни ял-хула пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Пире кирек епле çĕнĕлĕх те — парк хăтлăланса илемленнĕ-и, çул сарнă-и, шкулсене юсаççĕ-и, культура учрежденийĕсене çĕнĕ сăн кĕртеççĕ-и — савăнтарать. Çакă пĕтĕмпех хула çыннисен, çитĕнекен ăру аталанăвĕ валли çĕнĕ майсем уçать», — тенĕ Олег Николаев хула çыннисене саламланă май. ​

Вăл çавăн пекех регион тата муниципалитетсен ертÿлĕхĕ çирĕплетекен йышăнусен никĕсĕнче халăх шухăш-кăмăлĕ, сĕнĕвĕ тĕпре пулнине палăртнă: «Малашне те хальхи пекех тĕллевсене палăртсан, çивĕч ыйтусене татса парсан лару-тăрăва лайăх енне хăвăртрах улăштарма, çитĕнÿсем тума пултарăпăр».
Канаш хулин кунĕ культурăпа кану паркĕнче иртнĕ. Ăна, сăмах май, «Çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕпе тата «Хулан хăтлă хутлăхне йĕркелесси» федераци программипе килĕшÿллĕн хăтлăлатнă. Кунта пушă вăхăта усăллă ирттерме мĕн кирли йăлтах пур.

Олег Николаев çавăн пекех «Хулан хăтлă хутлăхĕ» проектпа килĕшÿллĕн йĕркене кĕртнĕ Комсомол урамне тата çуртсен картишĕсене çитсе курнă. Хулан 97-мĕш çуралнă кунĕнче республика ертÿçи ĕçре пысăк çитĕнÿ тунисене наградăсемпе чысланă. Вăл çавăн пекех Канаш хулинче пурăнакан халăхсен наци апат-çимĕçĕпе паллашнă.

www.hypar.ru Валентина Багадерова сӑн ӳкерчĕкӗ

Комментари хушас