Олег Николаев Вăрмар районĕнчи юсав ĕçĕсене тĕрĕслерĕ

29 Утă, 2020

Паян ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Вăрмар районне çитсе килчĕ. Малтан вăл Ямпайри клубра пулчĕ.

1977 çулта хăпартнă çурта юхăнса кайнине пула пилĕк çул каялла хупма тивнĕ. Кăçал ял тăрăхĕн администрацийĕ хушнипе культура вучахне юсама пуçланă. Анчах ял халăхĕ çĕнĕ кермен тутарасшăн. Вĕсен шухăшĕпе Олег Алексеевич та килĕшрĕ, ыйтăва икĕ эрне хушшинче татса пама хушрĕ.

Район центрĕнчи Спорт çуртĕнче те строительсем тăрăшаççĕ. Капиталлă юсав ирттерме республика хыснинчен 13 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Спорт шкулĕн директорĕ Сергей Архипов пĕлтернĕ тăрăх, юсав ĕçĕсене 2019 çулта пуçланă. Хальхи вăхăтра çурт тăррине, спортзала юсаççĕ. Тепĕр çул çурта тул енчен юсама, картише хăтлăлатма палăртнă.

"Пучах" ача садĕнче те юсав пырать. Ĕçе пурнăçламашкăн бюджетра 10 миллион тенкĕ уйăрнă. Анчах пĕтĕмпех тума укçа çителĕксĕр. Олег Николаев садик çенĕкне çĕнетме тата картишре асфальт сарма укçа тупма хушрĕ. Регион ертÿçи çавăн пекех "Светлана" тата "Аквапром" предприятисен продукцийĕсемпе паллашрĕ.

www.hypar.ru Андрей МИХАЙЛОВ сăн ÿкерчĕкĕсем тата видео

Комментари хушас