Опыта шута илсе малалла ĕçлемелле

18 Кăрлач, 2021

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2020 çулхи кăтартăвĕсене экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пĕтĕмлетрĕ.

Мăнаçланмалли самантсем пур, пăшăрхантаракан туртăмсем те çук мар. Промышленноç производстви 2019 çулхи шайрах юлнă теме пулать — 99,5% шайĕнче. Ял хуçалăхĕ ÿсĕмлĕ — 105%. Строительство чакнă. Пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси пушшех самай пĕчĕкленнĕ: 544,6 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă — çулталăк каяллахинчен те, планпа пăхнинчен те чылай сахалрах. Çапах кăçал строительство вăй илес шанăç пур, çакна министр М-7 автотрасса çинче пысăк развязка тума палăртнипе, М-12 автотрасса строительстви пуçланассипе сăлтавларĕ.

Тулашри экономика аталанăвне хакланă май Дмитрий Краснов экспорт пысăкланнине палăртрĕ – вăл 205 миллион долларпа танлашнă. Çав вăхăтрах экспортерсен шучĕ пĕчĕкленнĕ. Тĕп экспортерсен списокĕ улшăнман темелле: «Август» фирма, «Химпром», «Акконд», ыттисем.

Ĕç укçи пирки те сăмах пулчĕ. Унăн уйăхри вăтам виçи 5,4% хушăннă — 31,3 пин тенкĕ. Анчах ку чухăнлăх шайне чакарни сисĕнмест-ха: эпир çак кăтартупа çав-çавах кайрисен шутĕнче. Атăлçи округĕнче — 12-мĕш, Раççейре — 67-мĕш вырăнсенче. Ахальтен мар ĕнтĕ

Дмитрий Иванович чухăнлăх теми пирки республика влаçĕ умĕнчи «чи çивĕч ыйту» тесех хакларĕ.

Демографи те савăнтармасть. Иртнĕ çул Чăваш Енре 11,4 пин ача çуралнă — 2019 çулхинчен 203 ача сахалрах. Çын вилесси нумай хушăннă — кунта коронавирус витĕмĕ те курăмлă пуль. Виçĕм çул 15,2 пин çын вилнĕ пулсан, пĕлтĕр çак кăтарту 10,3% хушăннă — 16,8 пин çын пурнăçĕ татăлнă.

Финанс министрĕ Михаил Ноздряков иртнĕ çулхи бюджета мĕнле пурнăçланипе паллаштарчĕ. Республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăшĕ пĕлтĕр 76,6 миллиард тенкĕпе танлашнă — хальччен пулман виçе. Тăкаксен пысăк пайĕ социаллă тĕллевсем валли кайнă, анчах экономикăна тĕревлеме хывнă укçа виçи те пысăк. Шел, усă курмасăр юлнă укçа та пĕчĕк мар — 3,2 миллиард тенкĕ патнелле. Çакă чылай чух объективлă сăлтавсемпе çыхăннă пулин те Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев уйăрнă укçана ĕçе ярайман кашни министерствăран отчет ыйтрĕ. Чи малтанах — Транспорт министерстви. Владимир Осипов министр каланă тăрăх, вăл ертсе пыракан ведомство яваплă ĕçсем тĕлĕшпе «ытлашши» укçа юлни чи малтанах троллейбуссем туянассипе сăлтавланнă. 68 тролейбус кÿмелле пулнă, 10 кăна илсе килнĕ. Сăлтавĕ — çав транспорт хатĕрĕсемпе тивĕçтерекен завод, Ĕпхÿре вырнаçнăскер, хупăнни. Халь хушма килĕшÿ тунă — троллейбуссем пулаççех.

Социаллă уйрăм ушкăнсене пурăнмалли лаптăксемпе тивĕçтермелли укçана та туллин ĕçе хывайман. Спорт объекчĕсем тĕлĕшпе те ыйтусем пур. Олег Николаев кăмăлсăрлăхне пытармарĕ: «Палăртнине пурнăçлайманнине тÿрре кăлармашкăн яланах сăлтав тупма пултаратпăр…» Анчах, ун шучĕпе, нумай чух ку ĕçе кирлĕ пек йĕркелеменнипе çыхăннă. Строймин тĕлĕшпе ÿпкев пулчĕ: юлашки правилăсене юпа уйăхĕнче кăна çирĕплетнĕ - çавăнпа уйрăм категорисене çурт-йĕрпе тивĕçтересси «такăннă». «Хамăр çине обязательствăсем илетпĕр тĕк — пурнăçламаллах», — терĕ Олег Алексеевич. Е тата — Шупашкарăн кăнтăр енчи çĕнĕ районĕнче садик тăвас тени. Хатĕрленÿ ĕçĕсене кирлĕ пек йĕркелемен: «хăваласа çитес терĕмĕр — пултараймарăмăр», çапла вара 186 миллион тенке çухатнă темелле.

Апла пулин те пĕтĕмĕшле илсен, иккĕленмест регион ертÿçи, тĕп кăтартусене республика ăнăçлă пурнăçланă. Ĕçлесе çитереймен уйрăм çул-йĕрсемпе вара хайхи ăнăçсăр опыта шута илсе малалла ĕçлемелле.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Рубрика: 

Комментари хушас