Пандеми Çĕнĕ çул уявне те тĕксĕмлетет

22 Чÿк, 2021

Коронавируспа çыхăннă лару-тăру кăшт çемçелни сисĕнет — чӳк уйăхĕн пуçламăшĕнчи ĕçлемелле мар кунсенче палăрнă туртăмпа килĕшӳллĕн аталанать. Çакăн çинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура каларĕ. Анчах хăрушлăх çав-çавах пысăк-ха.

Çапла, стационарсенче сипленекенсен йышĕ чакма тытăнни паллă. Çапах та чир ернисене тупса палăртасси çав-çавах пысăк: «Куллен 160-170 çын — питĕ пысăк цифрăсем…» Çавна май вăл чиртен сыхланмалли шанчăклă мел — вакцинаци — çинчен тепĕр хут аса илтерчĕ. Шел те, прививка тутаракансен шучĕ юлашки кунсенче каллех палăрмаллах чакнă.

Олег Николаев çивĕчлĕхе чакармалли ытти мерăпа усă курмалли çинчен те сăмах пуçарчĕ. Раççей шайĕнче, авă, Çĕнĕ çулпа çыхăннă мероприятисене пăрахăçласси çинчен пĕлтернĕ — Çĕнĕ çул елки те, йăлана кĕнĕскер, пулмасть. Кун пирки регион шайĕнче те шухăшласа пăхмалла, Олег Алексеевич оперативлă штабăн эрнекунхи ларăвĕ тĕлне тивĕçлĕ сĕнӳсем хатĕрлеме хушрĕ. Çийĕнчен уяв çывхарнă май халăх миграцийĕ пысăкланасси куçкĕрет. Мускавра, ытти çĕрте ĕçлекенсем, вĕренекенсем киле таврăнĕç, хăнасем килĕç — çак условисенче сыхлăх пушшех пысăк пулмалла.

www.hypar.ru
 

Рубрика: 

Комментари хушас