Паттăрсене ялан асра тытасчĕ

15 Нарăс, 2021

Паян Шупашкарти 22-мĕш шкулта «Ми-8» паттăрлăхĕ» уçă тӳпе айĕнчи музей уçăлчĕ. Унта çар вертолетне вырнаçтарнă. Нарăсăн 15-мĕшĕнче паллă пулăмпа тӳр килет: 1989 çулта Совет çарне Афганистан çĕрĕ çинчен кăларнă.

Мероприятие ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, Раççей Геройĕ Николай Гаврилов, Мускавран килнĕ ытти хăна хутшăнчĕç. «Ку вертолет пирĕн çарăн хăватне кăтартать. Çар музейĕсем патриотсене çитĕнтерме пулăшаççĕ, Тăван çĕршыва юратма вĕрентеççĕ. Служба тивĕçне пурнăçланă чухне паттăрлăх кăтартнă çынсене ялан асра тытмалла, вĕсенчен тĕслĕх илмелле пирĕн», — терĕ Олег Алексеевич.

«Ми-8» вертолетсене иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче Мускаври вертолет заводĕнче кăларма тытăннă. Ăна Николай Гаврилов генерал-лейтенант пуçарнипе илсе килнĕ. Вăл каланă тăрăх, ку вертолетсем халĕ те стройра. «Афган вăрçине халăхра вертолетсен вăрçи теççĕ. «Ми-8» та Афган вăрçи вăхăтĕнче çар операцийĕсене сахал мар хутшăннă. Ку вертолетсене халăх хуçалăхĕн ĕçĕсене тума та усă кураççĕ. Музейри экспонат пулас летчиксем валли вĕренӳ пособийĕ пулса тăрĕ», — терĕ Николай Федорович. Шкул директорĕ Надежда Шестакова вĕренӳ учрежденийĕнче çар мухтавĕн музейĕпе пĕрлештерсе музей комплексĕ тума палăртнă. Вăл каланă тăрăх, уçă тӳпе айĕнчи музей валли ачасемпе вĕрентекенсем материалсемп пуçтараççĕ.

РФ Афган вăрçин ветеранĕсен союзĕн Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕ Игорь Кашаев каланă тăрăх, хĕрӳ çапăçуран 5700 ытла чăваш каччи таврăннă, анчах хальхи вăхăтра вĕсенчен çурри кăна пурăнать. «Ми-8» пирĕн салтаксене вилĕмрен пĕрре мар çăлнă. Вертолетчиксем хĕрӳ çапăçу вăхăтĕнчех нимрен шикленмесĕрех хăйсен тивĕçне тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланă», — терĕ Игорь Михайлович.

Пухăннисем мероприяти вĕçĕнче вăрçăра пуç хунисене асăнса пĕр самант шăп тăчĕç, унтан палăк умне чечексем хучĕç, вертолетпа паллашрĕç.

www.hypar.ru Василий КУЗЬМИН сăн ӳкерчĕкĕсем кунта.

Комментари хушас