Паян, авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, республикӑн тӗп хулинче "Культпоходпа - музее" акци иртет

25 Авăн, 2021

Коронавирусран вакцинациленнисем хӑш-пӗр управа QR- кодпа тӳлевсӗрех кӗме пултараҫҫӗ. Чӑваш наци музейӗ, Ӳнер музейӗ уҫӑлсанах асӑннӑ акцие хутшӑнса экскурсисем ирттерме тытӑнчӗҫ.

Андрей Андреев:
- Акци ҫинчен пачах пӗлмен. Ачасемпе урама уҫӑлма тухрӑмӑр та, музее кӗрсе Праски Виттин куравӗпе паллашма шухӑш ҫуралчӗ. Кунта ҫитсен вакцинациленни тӗлӗшпе кӑсӑкланчӗҫ. Сертификат пуррисем тӳлевсӗрех кӗреҫҫӗ-мӗн. Ҫакнашкал бонус пани кӑмӑла тата ҫӗклерӗ. 8 ҫулти хӗрӗм ӳкерме ҫав тери юратать. Чӑваш художникӗсен ӗҫӗсемпе пвллашни тавра курӑмне анлӑлатма пулӑшӗ.

Александр Степанов, Шупашкарти 40-мӗш шкул вӗрентекенӗ:
- Канмалли кун пушӑ вӑхӑт тупӑннипе усӑ курса юлташпа ӳнер музейне ҫитме шухӑшларӑмӑр. Пире Праски Виттин пултарулӑхӗпе паллашасси илӗртрӗ. Ятарлӑ акци ҫинчен кунта ҫитсен кӑна пӗлтӗмӗр. Вакцинацие (тӗслӗхрен, грипран хӳтӗлекеннине) яланах хутшӑнатӑп. Чӑн та, ҫакнашкал культура учрежденине QR-кодпа кӑна кӗртме пуҫласси пӑшӑрхантарать. Анчах чарусем пирӗн хӑрушсӑрлӑхпа ҫыхӑннине ҫынсен ӑнланмалла.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас