Паянхи çамрăксем анлă тавра курăмлă

5 Нарăс, 2021

Нумаях пулмасть Чăваш Республикин Ача прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй çумĕнче Ачасен общество канашĕ йĕркеленнĕ. Йыша тĕрлĕ хулапа районти чи пултаруллă та маттур шкул ачисем кĕнĕ. Ача прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова пĕлтернĕ тăрăх, общество канашĕ уполномоченнăйсен ĕçне аталантарма, ача прависем тĕлĕшпе тĕрĕс утăмсем тума май парать. «Çак çамрăксем маншăн пулăшуçăсем пулса тăчĕç. Вĕсем тĕрлĕ мероприяти ирттерме нумай пулăшаççĕ", - терĕ Алевтина Николаевна.

Паян «Эткер» центрта общество канашĕн членĕсем ЧР Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕл пулчĕç. «Хальхи çамрăксем анлă тавра курăмлă, вĕсен шухăшĕсем хăюллă. Яшсемпе хĕрсен идейисемпе проекчĕсем пирĕн ĕçе тĕрĕс йĕркелеме май параççĕ. Çав вăхăтрах вĕсене аталантарас, пĕлĕвне ӳстерес тĕллевпе нумай ĕç тумалла. Калăпăр, цифра пирĕн пурнăçа хăвăрт кĕрсе пынă май çав тытăмра хăйсене мĕнле тытмаллине вĕрентмелле. Çамрăксем хастар пулни, вĕсене общество ыйтăвĕсем пăшăрхантарни кăмăл-туйăма çĕклет, çитменлĕхсене пĕтерес енĕпе çĕн утăмсем тума май парать», — терĕ Олег Алексеевич.

Пухăннисем регион ертӳçине тĕрлĕ ыйту пачĕç. Акă Улатăртан килнĕ Мария Архипова — шкулта гаджетпа усă курнин, Куславккари Алиса Козлова дистанци мелĕпе вĕреннин пĕлтерĕшĕ пирки интересленчĕç. Çавăн пекех ăнăçу вăрттăнлăхĕсемпе кăсăкланчĕç, юратнă кĕнекесем çинчен, тăван чĕлхене вĕрентесси пирки ыйтса пĕлчĕç.

www.hypar.ru Андрей Михайлов сăн ÿкерчĕкĕсем

Рубрика: 

Комментари хушас