Пĕчĕк хуласем хăтлăланĕç

26 Раштав, 2022

Чăваш Енри виçĕ хула Пĕтĕм Раççейри пĕчĕк хуласене тата историшĕн пĕлтерĕшлĕ ял-хулана хăтлăлатмалли чи лайăх проектсен конкурсĕнче çĕнтернĕ. Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев çак хыпартан пуçларĕ.

Олег Николаев ку проектсемпе строительство министрĕ Павел Данилов ертсе пыракан пысăк команда ĕçленине палăртрĕ — ăнăçушăн çак йыша тав турĕ: «Пирĕн архитекторсем тĕрĕс концепци суйласа илме пултарнă, экспертсене çак проектсене суйласа илмеллине ĕнентернĕ. Малашне те çапла ĕçлесен пирĕн аталану майĕсем анлăлансах пырĕç. Президент халĕ çĕнĕ майсем пуласси çинчен калать — вĕсемпе усă курас тесен пирĕн çине тăрса ĕçлемелле».

Сăмах виçĕ проект пирки пырать. Çĕмĕрлере парка хăтлăлатас ĕçе малалла тăсĕç. Тепĕр хула — Улатăр. «Питĕ интереслĕ хула, унта чылай вăхăт тивĕçлĕ ĕçсене туман. Ку унта пурнăçлакан иккĕмĕш проект пулĕ, çавна май хула тата илемленĕ. Ытти программăна та пурнăçланă май Улатăра çывăх çулсенче палăрмаллах хăтлăлатма пултарасса шанатăп», — терĕ ЧР Пуçлăхĕ.

Виççĕмĕш проект — Çĕнĕ Шупашкарта тÿрре кăлармаллискер. Унти Тĕкĕрç ращи çĕнелсе хитреленĕ. Олег Алексеевич аса илтернĕ тăрăх, кăçал Раççей Стройминĕ Владимир Путин Президент сĕннипе хушма конкурс йĕркеленĕ, унта пуçласа 100-200 пин çын пурăнакан хуласем те хутшăнма пултарнă. Çав шутра — пирĕн спутник хула та. Чăваш Ен хулисем конкурса хутшăнса çĕнсе илнĕ укçан пĕтĕмĕшле виçи 277 миллиона яхăн тенкĕпе танлашать. Çав шутра 106 миллион тенкĕ — Çĕнĕ Шупашкар тÿпи, Çĕмĕрле 90 миллион тенкĕ илĕ, Улатăр — 81 миллиона яхăн тенкĕ.

Республика Пуçлăхĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче палăртнине тÿрре кăлармалли комплекслă плана мĕнле пурнăçланипе экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов паллаштарчĕ. Çырури 18 çул-йĕрпе палăртнă мероприятисен шучĕ 167-пе танлашать. Дмитрий Иванович кашни çул-йĕр çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Тыл ĕçченĕсен паттăрлăхне асра хăварассинчен тытăнса Шупашкар агломерацине аталантарасси таран — мĕн тунине пĕтĕмпех асăнас тăк хаçат страницин самай пысăк лаптăкĕ кирлĕ пулĕччĕ. Çапах хăшĕсем пирки каламаллах. «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» мемориала хута яни — ăна техника енĕпе тивĕçтерме çитес çул та федераци бюджетĕнчен укçа уйăрмалла. Ентешсен форумне ирттерни, ял хуçалăх продукцийĕн экспортне ÿстерес енĕпе çине тăрса ĕçлени, «Чăваш Ен — Атăл чĕри» туризм программине пурнăçлани, промышленноç пилĕк кластерне йĕркелени, Шупашкар хулин мастер-планне хатĕрлес енĕпе ĕçлени, социаллă тÿлевсене индексацилени, республикăн çĕнĕ клиника больницин проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлени тата ытти те.

167 мероприятирен 26-шне вĕçлемен-ха — малалла ĕçлеççĕ. Вĕсен шутĕнче — тĕп хулари Университет урамĕнче шкул тума, Куславккара тата Сĕнтĕвăрринче Атăл çыранне карапсем чарăнса тăмалла хăтлăлатма пуçласси, хĕвел электростанцийĕн строительстви, Шупашкар агломерацийĕн мастер-планне, хевтесĕр ачасен реабилитаци центрĕн проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлесси...

Кăрлачăн 1-мĕшĕнчен темиçе пособи вырăнне тÿлеме пуçлакан пĕрлехи пособи çинчен Пенси фончĕн уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ Римма Тасакова тата ĕçлев министрĕ Алена Елизарова каласа кăтартрĕç. Олег Николаев çак ĕçе халăхшăн ăнланмалла йĕркелемелли çинчен асăрхаттарчĕ — çынсен хайхи пособи тĕлĕшпе хуравсăр ыйтусем ан пулччăр, пособи тÿлессипе çыхăннă ĕç уçăмлă пулмалла.

Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсем валли хатĕрленĕ информаци системипе паллаштарчĕ. Малашне вĕсем патшалăх пулăшăвĕпе влаç коридорĕсем тăрăх çÿремесĕрех усă курма пултарĕç. Пулăшу ыйтасси дистанци мелĕпе республикăн инвестпорталĕ урлă пулĕ — хăвăрт тата меллĕ.

Вĕрентÿ учрежденийĕсен хавхалантару мониторингĕн пĕтĕмлетĕвĕн кăтартăвĕсем çинчен вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров каласа кăтартрĕ. Раççей шайĕнчи 55 критерипе йĕркеленĕ хаклавра Чăваш Ен 14-мĕш вырăна йышăннă. Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче — 3-мĕшĕнче. Шел, пытармарĕ министр, вĕрентĕвĕн япăх кăтартăвĕллĕ шкулсем те çук мар. Вĕсем çуллен кайрисен шутĕнче. Çав шутра — Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти виçшер шкул.

Олег Николаев çакăнпа çырлахма юраманнине пайăррăн палăртрĕ: «Пĕр-пĕр районти ялти шкул тăк — ăнланма пулатчĕ-ха. Анчах тĕп хулари тата Çĕнĕ Шупашкарти шкулсем тĕлĕшпе çакна тÿрре кăларма çук. Эппин, вĕсем ытти мĕн пур шкул çитĕнĕвĕсемпе лăпланса пурăнаççĕ...» Олег Алексеевич федераци саккунĕ вĕрентÿ ыйтăвĕсене муниципалитесен шайĕнчен регион шайне çĕклеме ирĕк панине аса илтерчĕ. Республикăра ку енĕпе йышăну туман-ха, анчах вăл ку ыйтăва тишкернине палăртрĕ — тивĕçлĕ йышăну пулма пултарасси çинчен асăрхаттарчĕ.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас