Пĕчĕк Ромăн ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ!

8 Раштав, 2021

Шупашкарта пурăнакан Татьянăпа Илья Кожевниковсен 2 ача — 10-ри Софийăпа аутизм чирĕпе аптăракан 4-ри Рома. Хĕрача 4-мĕш класра ăс пухать, алă ĕçĕпе кăсăкланать. Йăрă, ларма-тăма пĕлмен арçын ача машинăсемпе выляма юратать, чукун çул тетте пирки ĕмĕтленет.

"Елка желаний" акци пирки илтсен Кожевниковсем савăннă: Ромăн ĕмĕтне пурнăçа кĕртме май пур! Вĕсем иртнĕ çулах акцие хутшăнма ыйту тăратнă, анчах телейлисен йышне лекеймен. Çапах шанчăка çухатман Кожевниковсем: вĕсен çемйине те асам килессе ĕненнĕ. Чăннипех те, кĕтни сая кайман. Паян Ромăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Çĕнĕ çул парни — вылямалли чукун çул пуххи — парнелерĕ. Рома интерактивлă вăййа хапăлласах йышăнчĕ, пуйăса кĕпер тăрăх кустарчĕ, çул тăрăх çӳретрĕ. Унăн аппăшĕ София та парнеллĕ пулчĕ. Пултаруллă хĕрача алă ĕç хатĕрĕсемшĕн питĕ савăнчĕ.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас