Пĕлтĕр ĕç нумай тунă, кăçaл лайăxрах ĕçлемелле

22 Нарăс, 2022

Паян ЧР Пуçлăxĕ Олег Николаев Комсомольски районĕнче ĕçлĕ çул çÿревре пулчĕ.

"Слава картофелю" агрофирмăра иртнě çyр çулта вырнаçтарса лартнă оборудованипе паллашрĕ. Пĕлтĕр кунта çĕр улмине хĕл каçaрма çĕнĕ управ турĕç.

- "Иккĕмĕш çăкăра" хума  вырăн çитменрен хута ятăмăр ăна, - пĕлтерчĕ агрофирмăн генеральнăй директорĕ Хасиятулла Идиатуллин. - Кăçaлтан çĕр улмине çак управра суйласа, михĕ-пакета тултарса суту-илĕве тиесе ярăпăр. Кунсăр пуçне çывăx вăxăтра кунта çĕр улмине çуса, тултарса сутма тытăнăпăр.

Олег Николаев оборудованипе паллашнă xыççăн агрофирма коллективĕпе тĕл пулчĕ, ыйтусене хуравларĕ. Сăмахран, Комсомольски ялĕнче биологин тасату хатĕрне хăçaн xута ярассине пĕлесшĕн пулчĕç. Район администрацийĕн пуçлăxĕ Александр Осипов пĕлтернĕ тăрăх, хатĕр проектне çак уйăхсенче хатĕрлесе пĕтереççĕ. "Апла пулсан тасату сооруженине 2024 çулта ĕçe кĕртмелле", - хуравларĕ ЧР Пуçлăхĕ.

Олег Алексеевич Комсомольски ялĕнче пурăнакан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранне Ревокат Моисеева 100 çул тултарнă ятпа саламларĕ.

Райцентрти культура çуртĕнче Комсомольски районĕн 2021 çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тишкерчĕç. Унта район депутачĕceм, ял тăрăxĕceн пуçлăxĕceм, учреждени-организаци представителĕceм хутшăнчĕç.

ЧР Пуçлăxĕ Комсомольскинчи шкул юсавне кăçaл малалла тăcма укçа уйăрасси, федераципе республика программисене пурнăçласа социаллă пурнăçпа экономика проекчĕceне ĕçe кĕртессине пĕлтерчĕ.

Районăн социаллă пурнăçĕпе экономики 2021 çулта епле aталанни çинчен район администрацийĕн пуçлăxĕ Александр Осипов доклад турĕ. Уйрăммăн илсен Урмаел ял тăрăxĕнче çын шучĕ ÿcнине, ытти ял тăрăxĕнче чакнине палăртрĕ. Çапах та районта пурăнакансен йышне ÿcтерме май пур. Çак тĕллеве пурнăçлассишĕн пÿрт тума ял тăрăxĕceнче çĕр лаптăкĕ уйăраççĕ, пурăнмалли çурт-йĕр программисене пурнăçлаççĕ.

Докладçă иртнĕ çул пурнăça кĕртнĕ ĕçceне асăнчĕ, кăçал пурнăçлама палăртнă тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Уйрăммăн илсен ял хуçaлăxĕн аталанăвне вăxăт чылай уйăрчĕ.

Район пуçлăxĕ Ремис Мансуров районта аш-какайран, сĕтрен продукци туса кăларакан предприятиcем уçма вăxăт çитнине палăртрĕ. ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Василий Петров район спорт инфратытăмне лайăхлатас ĕçe çителĕксĕр йĕркeленине, обьектсен проекчĕceне вăxăтра хатĕрлесе тăратмаллине палăртрĕ. ЧР Патшалăx Канашĕн депутачĕ Петр Краснов Комсомольски ялĕнчи Кабалин урамĕнчи пĕр çуртра пурăнакансем Тĕп юсав фондне укça вăxăтра куçaрманнине, Комсомольски ялĕнче кăна фонд умĕнчи парăм 1 миллион тенкĕ пуçтарăннине пĕлтерчĕ.

ЧР ял хуçалăx министрĕн çумĕ Инна Волкова район сухалакан-акакан кашни гектар пуçне тракторсен йышне 131 лаша вăйне çитерсе республикăра пĕрремĕш вырăна йышăннине пĕлтерчĕ.

ЧР Пуçлăxĕ канашлăва пĕтĕмлетсе кил хуçaлăxĕceне патшалăx кăçaлтан ытларах пулăшма пуçланине палăртрĕ, Комсомольскинче те выльăха тирпейлемелли предприяти уçма сĕннине ырларĕ, cоциаллă пурнăçпа культура объекчĕсен проекчĕceне маларах хатĕрлеме чĕнсе каларĕ.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас