"Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" парти суйлавсене хатӗрленет

7 Çĕртме, 2021

Паян оперӑпа балет театрӗнче "Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" партин Чӑваш регион уйрӑмӗн 31-мӗш конференцийӗ иртрӗ.

Конференци председателӗ Алёна Аршинова регион уйрӑмӗн 2020 ҫулхи суйлав кампанине пӗтӗмлетрӗ. Патшалӑх влаҫ органӗсенче пӗлтерӗшлӗ вырӑнсене 90 процент "Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" парти членӗсем йышӑннине, ЧР Пуҫлӑхӗн суйлавӗнче Олег Николаевшӑн пулнине, ҫавна май та уншӑн суйлавҫӑсен 75 проценчӗ сасӑланине палӑртрӗ. Кӑҫалхи праймериз та ӑнӑҫлӑ иртнӗ. Унта Чӑваш Енри кашни пиллӗкмӗш суйлавҫӑ хутшӑннӑ. Уйрӑмах ку енӗпе Канаш, Пӑрачкав, Елчӗк районӗсенче кӑтартусем аван - 28 процента яхӑн. Умра тата та пӗлтерӗшлӗрех пулӑмсем: РФ Патшалӑх Думин тата ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен суйлавӗсем.

Парти уйрӑмӗ суйлав умӗнхи программӑпа ӗҫлеме пуҫланӑ та ӗнтӗ. Алёна Аршинова ӑна хатӗрленӗ чухне республикӑра пурӑнакансен сӗнӗвӗсене, канашӗсене, хушӑвӗсене тӗпе хумалли ҫинчен асӑрхаттарчӗ. 2021 ҫулхи тӗллевсене те палӑртрӗ вӑл. Тӗпре, паллах, суйлавсене ӑнӑҫлӑ ирттерсе ярасси, парти проекчӗсене тухӑҫлӑ пурнӑҫласси тата ытти те.

Конференцире партин ҫӗртмен 19-мӗшӗнче Мускавра иртекен съездне кайма делегатсем суйларӗҫ. Йышра - Сергей Артамонов, Николай Владимиров, Алексей Ладыков, Николай Николаев, Леонид Пронин, Алла Салаева, Игорь Семенов.
www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА.
Автор сӑн ӳкерчӗкӗсем.

Комментари хушас