«Подключайся!» — Чăваш энергосбыт компанийĕпе пĕрле

18 Нарăс, 2021

Чăваш энергосбыт компанийĕ нарăсăн 12-мĕшĕнчен «Подключайся!» конкурс пуçланă, вăл 2021 çулхи çу уйăхĕчченех пырĕ. Энергокомпани хăйĕн клиенчĕсене усă курнă электроэнергишĕн капланнă парăмсенчен хăтăлма тата парнесен вылявне хутшăнма май парать.

Конкурса Чăваш энергосбыт компанийĕн мĕн пур клиенчĕ хутшăнма пултарать. Обязательнăй условисен шутĕнче — электрон квитанци çырăнса илни тата юлашки уйăхшăн паракан шут-квитанцири «Всего к оплате» паллăпа палăртнă виçерен кая мар тӳлев хывни.

Çĕнтерӳçе уйăхсерен кашни уйăхăн 12-мĕш кунĕнче палăртĕç.

— Акцие хутшăнасси ансат: электроэнергипе усă курнăшăн пухăннă парăмсене татмалла, Чăваш энергосбыт компанийĕнчен электрон квитанци илмелли майпа çыхăнмалла. Электрон квитанци илни тӳлев документне çухатма пултарасран упранма шанчăклă пулăшать, персоналлă кăтартусен хӳтлĕх шайне ӳстерет. Çак пулăшу ĕçĕпе усă курнă май тӳлев докуменчĕсене почта ещĕкне килсе хурасса кĕтме кирлĕ мар, квитанци ăна хатĕрленĕ хыççăнах электрон почтипе килет. Акцие хутшăнни парне илмешкĕн май пани те, пирĕн шутпа, питĕ лайăх, — терĕ энергокомпанин ĕç тăвакан директорĕн реализаци енĕпе ĕçлекен заместителĕ Дмитрий Константинов.

Енчен те сирĕн акци тĕлĕшпе ыйтусем çуралчĕç пулсан – вĕсене компани специалисчĕсене ЧЭСК сайтĕнчи «Интернет йышăну пӳлĕмĕ» урлă пама май пур. Çавăн пекех тĕплĕрех клиентсен ыйтăвĕсене тивĕçтерекен офиссенчи специалистенчен ыйтса пĕлме, ЧЭСК сайтĕнче вуласа паллашма пулать.

Конкурс çинчен калакан Положени

www.hypar.ru 

Комментари хушас