«Повар ĕçĕнче» — ылтăн

21 Авăн, 2020

«Çамрăк профессионалсем» (WorldSkills Russia) VIII Наци чемпионачĕн финалĕнче Чăваш Ен пĕрлештернĕ командин пухмачи черетлĕ наградăпа пуянланнă. Шупашкарти 64-мĕш шкулта вĕренекен Дарья Жевалюкова «Повар ĕçĕ» компентенцире ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Ăмăртусем 3 кун иртнĕ. Кашни кун 4-шар сехет виçшер блюдо хатĕрлемелле пулнă. Вĕсенчен пĕрне вăрттăнлăхра тытнă. Кун пирки çамрăксене ăмăрту умĕн кăна пĕлтернĕ.

Кăçалхи чемпионатăн хăйне евĕрлĕхĕ — дистанци мелĕпе иртни. Çавна пула блюдосене дегустацилемеççĕ. Экспертсем лапамсенче вырнаçтарнă веб-камерăсем тăрăх сăнаса регламента, блюдосене хатĕрлес технологие епле пăхăннине, вĕсем мĕнле курăннине хакланă.

Ку медаль — Дарья хăйĕн тренерĕпе, Шупашкарти апатлану технологийĕпе коммерцийĕн техникумĕн преподвателĕпе Екатерина Борцовăпа, WorldSkills Russia экспертчĕпе, пĕрле туптанă çĕнтерÿ.

www.hypar.ru

Алина ИЗМАН хатĕрленĕ. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас