Прививка тăвакансен йышĕ ӳснĕ

5 Нарăс, 2021

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен ятарлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Кизилов пĕлтернĕ тăрăх, стационарта 1498 çын сипленет, вĕсенчен 39-шĕ ИВЛ аппаратпа сывлать. «4000 ытла çын килте сипленет, вĕсене медпулăшу памашкăн 300 ытла тухтăрпа 225 автомашина явăçтарнă. Кăçал 245 /пĕлтĕр — 1110/ çын реабилитаци тухнă, хальхи вăхăтра 45 çын сиплев курсĕ илет», — терĕ Алексей Владимирович. Канаш, Вăрнар районĕсенчи, Çĕнĕ Шупашкарти больницăсем малтанхи режимпа ĕçлеме пуçланă. Çавăн пекех Шупашкар районĕнчи тĕп больницăра коронавируслисене йышăнма пăрахнă.

Коронавирус инфекцийĕнчен хӳтĕлекен прививкăна 6698 ытла çынна тунă, кăçал 24394 доза илсе килнĕ. Алексей Кизилов каланă тăрăх, вакцинацин 35 пункчĕ ĕçлет, çавăн пекех тепĕр 10 пункт /вĕсенчен 3-шĕ Шупашкарти суту-илӳ центрĕсенче пулĕ/ уçма палăртнă, вакцинаци тăвакан 5 бригада çула тухма хатĕрленет. Прививка тутарас текенсен йышĕ кунран кун ӳссе пырать. Çакна информполитика министрĕ Кристина Майнина та каларĕ. «122 телефон номерĕ урлă прививкăна çырăнакан нумайланнă. Çавăн пекех шăнкăравлакансем тест ăçта туни, медорганизацисем епле ĕçлени пирки ыйтаççĕ», — терĕ вăл.

Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Елена Прокопьева каланă тăрăх, коронавируспа чирлекенсен шучĕ пирĕн республикăра 12 процент чакнă. «Хальхи вăхăтра 50 çултан аслăраххисем ытларах аптăраççĕ, çав вăхăтрах рабочисен хушшинче чирлекенсен йышĕ 5 процент ӳснĕ», — терĕ вăл.

Алла Салаева вице-премьер мобильлĕ ушкăнсен ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ. Ку эрнере 224 бригада рейда тухнă, çитменлĕхсем тупса 90 протокол çырнă. Транспорт, суту-илӳ обьекчĕсене нумай тĕрĕсленĕ. Калăпăр, ятарлă ушкăнсем Етĕрне тăрăхĕнче — 304, Шупашкар районĕнче 314 хут рейда тухнă. Алла Леонидовна каланă тăрăх, коронавируса пула республикăри 16 шкулти 24 класс ачисем, 4 техникумпа училищĕри 8 ушкăн дистанци мелĕпе вĕренеççĕ, 10 садикри хăш-пĕр ушкăна карантина хупнă. Ларура çавăн пекех хушма пĕлӳ паракан учрежденисен кулленхи йĕркепе ĕçлеме пуçламаллине палăртрĕç.

www.hypar.ru 

Рубрика: 

Комментари хушас