Прививка тутармаллах!

17 Çĕртме, 2021

Валентина Теллина, ЧР сывлăх сыхлавĕн министерствин общество канашĕн председателĕ, Шупашкарти тĕп хула больницинче чылай çул тĕп тухтăрта ĕçленĕскер:

— Эпир мăшăрпа кăрлач уйăхĕнчех коронавирусран прививка тутартăмăр. Хам ертсе пынă коллектива кайсах çӳретĕп. Паллакан çынсен, пациентсен хушшинче чирлекен чылай. Эпĕ юратнă коллектива тĕслĕх кăтартас терĕм. Çулталăка прививка тутарнинчен пуçларăм. «Спутник V» вакцинăна чылай çĕршывра ырлаççĕ. Лайăх хак параççĕ ăна. Прививка тутарнă хыççăн иммунитет 95-96 процента яхăн пулать. Уколсене мăшăрпа иксĕмĕр те лайăх тӳссе ирттертĕмĕр. Температура ӳсмерĕ. Укол тунă вырăн кăна ыратрĕ. Хамăра аван туйрăмăр. Ковидпа чирлесе ирттернисен «антителăсене» тĕрĕслеттерме çӳресе вăхăта ирттермелле мар. Вĕсем пĕрех чакса пыраççĕ. Чир иртнĕ хыççăн 6-7 уйăхран прививка тутармаллах.

www.hypar.ru
 

Рубрика: 

Комментари хушас