Пултаруллă ачасене тимлĕх кирлĕ

27 Юпа, 2021

Министрсен Кабинечĕн юнкун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче Правительство тăватă саккун проектне ырларĕ, ытти йышăнăва симĕс çутă пачĕ. Çав шутра — нумай ачаллă çемьесене пырса тивекен йышăну.

Бюджет право хутшăнăвĕсене йĕркелесси çинчен калакан саккун проекчĕпе финанс министрĕ Михаил Ноздряков паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, унчченхи саккун пысăк калăпăшлă пулнă, унта нумай тӳрлетӳ кĕртнĕ — çавăнпа улшăнусем кĕртес çулпа кайман, çĕннине хатĕрлес тенĕ. Унта бюджет тупăшĕсем мĕнле çăл куçсенчен йĕркеленнине, укçана валеçмелли йĕркене, ăна тăкаклассине тĕрĕслесе тăрассине, ыттине çирĕплетнĕ. Олег Николаев хакланă тăрăх, тĕрĕссипе, ку — çĕнĕ бюджет кодексĕ, вăл «ытлашшинчен» хăтăлать, çав вăхăтрах усăллă практикăна упраса хăварса бюджет йĕркелĕвне уçăмлă тума май парать. Çавна май саккун пректне тавлашмасăр ырларĕç — Патшалăх Канашĕнче тишкермелли çеç юлать.

Ачаллă çемьесене пулăшмалли хушма мерăсем çинчен калакан саккун проектне улшăнусем кĕртес ыйтупа ĕçлев министрĕ Алена Елизарова сăмах илчĕ. Республикăн амăшĕн капиталĕпе, виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн параканскерпе, çемьесем автотранспорт туянмашкăн усă курма пултарĕç. Услови пур: хамăр çĕршывра туса кăларнă, 150 лаша вăйĕнчен ытла мар хăватлă автомобиль пулмалла. Алена Геннадьевна пĕлтерчĕ: кунашкал тĕслĕхсем пур — темиçе регионта амăшĕн капиталĕпе çапла усă курма ирĕк панă. Ыйтăва çемьсен пĕрлĕхĕпе сӳтсе явнă — ырлаççĕ. Çакăн валли 68 миллион тенкĕ кирлĕ пулать, укçа уйăрассине бюджетра пăхса хăварнă. Олег Николаев нумаях пулмасть виçĕ ачаллă çемьсем тĕлĕшпе транспорт налукĕ енĕпе йышăну тунине аса илтерчĕ — черетлĕ пулăшу мери вĕсемшĕн лайăх тĕрев пулĕ.

Чăваш патшалăх культура тата искусствăсен институтне çĕнĕлле йĕркелесси те тавлаштармарĕ. Культура министрĕ Светлана Каликова института культура училищипе пĕрлештересси çинчен пĕлтерчĕ. Çакă кадрсем хатĕрлессине «колледж-вуз» модельпе йĕркелеме май парĕ — пĕрлехи вĕрентӳ учрежденийĕ пулĕ. Культура училищинчен вĕренсе тухакансем института пĕрлехи патшăлăх экзаменне тытмасăрах вĕренме кĕмешкĕн пултарĕç, çавна май институт дипломне кĕскетнĕ вĕренӳ программипе илĕç. Паллах, ертӳлĕх йышĕ чакни тăкаксене виçеллĕ тума пулăшни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Республика Пуçлăхĕ те çак йышăнăва ырларĕ, анчах ун енчен асăрхаттару та пулчĕ. Вăл пултаруллă ачасен Лебедев ячĕллĕ лицейĕ пирки аса илтерчĕ: ăна çĕнĕрен йĕркелеме сĕнекен нумай. Олег Николаев шучĕпе, сăмах лицее çĕнĕрен уçасси пирки мар, пултаруллă та талантлă ачасене тупса палăртасси, вĕсене аталантарас енĕпе çине тăрса ĕçлесси пирки пымалла. Культура училищипе институтне пĕрлештерни те чи малтан çак тĕллеве тĕпе хумалла.

Пултарулăх çыннисемпех çыхăннă тепĕр йышăну та пулчĕ — çитĕннисене пырса тивекенни. Светлана Каликова профессионалсен коллективĕсен пултарулăх проекчĕсем валли грантсем уйăрмалли йышăнăва çĕнетме сĕнчĕ. Пĕтĕмпе 18 миллион тенкĕлĕх ултă грант пулĕ: 5 миллион, 3 миллион тата 1 миллион тенкĕлĕх икшер грант. Коллективсене проектсене пурнăçлама çакнашкал майпа маларах та, 2012 çултан тытăнса, укçан пулăшнă, анчах грантсен шучĕ те, виçи те пĕчĕкрех пулнă — пĕтĕмпе 8.4 миллион тенкĕлĕх виçшер грант панă. «Малашне коллективсен проектсене пурнăçламалли майĕсем пысăкрах пулĕç», — пĕтĕмлетрĕ Светлана Анатольевна.

Пассажирсене хула çумĕнчи маршрутсемпе чукун çулпа илсе çӳрессин тарифĕсем — çуллен тишкерекен ыйту. Конкурентлă политика тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертӳçи Надежда Колебанова чукун çулпа çӳрессин пĕр километрĕн шутласа палăртнă хакĕ 7,98 тенкĕпе танлашнине пĕлтерчĕ. 2022 çул валли тариф ӳсĕмĕ 4,3% ытла пулмалла мар — пĕр километр 3,45 тенке кайса ларать. Çавна май пассажирсене илсе çӳрекен «Содружество» АОн тухса ӳкекен тупăш пулать — çулталăкра 83 миллион тенкĕ. Ăна йăлана кĕнĕ йĕркепе республика бюджетĕнчен саплаштарма тивĕ — çапла тăвĕç те.

www.hypar.ru

 

Комментари хушас