Пурнăç çĕнĕлле вĕрентме ыйтать

24 Авăн, 2020

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче индустри инновацийĕн центрне уçасшăн. Ку ыйтăва авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тата Раççей Федерацийĕн ăслăлăх тата аслă пĕлÿ министрĕ Валерий Фальков сÿтсе явнă.

Андрей Александров ректор пĕлтернĕ тăрăх, «Син-Энергия» ят панă центра 2008 çулччен çар кафедри ĕçленĕ корпусра, ăна юсаса çĕнетнĕ хыççăн вырнаçтарасшăн. Вăл цифра технологийĕсен витĕмĕпе çуралакан çĕнĕ профессисемпе хăйсен пурнăçне çыхăнтарма ĕмĕтлекен çамрăксене пуçтаракан хăйне евĕрлĕ лапам пулĕ. Андрей Александров çирĕплетнĕ тăрăх, патшалăх пулăшнипе çакнашкал специальноçсене вĕрентме бюджет вырăнĕсене ытларах уйăрĕç, вуз вĕрентÿ программисене хатĕрлĕ. Университет тума палăртнă инфратытăм лапамĕнче тĕрлĕ енлĕ çичĕ центр: цифра энергетикинчен пуçласа индустри композичĕсем таран, çавăн пекех предприятисен вĕрентÿпе презентаци лабораторийĕсем, аслă шкулăн çĕнĕ продукцийĕсен куравĕсем вырнаçассине пĕлтерчĕ ректор.

Русская версия здесь...

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас