«Пурнăç лайăх енне улшăнни пирки çынсем каласа кăтартчăр»

28 Нарăс, 2023

«Чăваш музыкин фестивальне 3,5 пин ытла çын пырса курнă», — пĕлтерчĕ ЧР культура министрĕ Светлана Каликова Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура.

Чăваш юрри-кĕввин республика шайĕнчи фестивалĕ нарăсăн 9-26-мĕшĕсенче иртнĕ.

«Кăçал мероприятие урăхларах йĕркелерĕмĕр, — терĕ Светлана Каликова. — Вăл Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче, Чăваш патшалăх филармонийĕнче, Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнче, Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче, Шупашкарти музыка училищинче, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра иртрĕ. Вĕрентÿ учрежденийĕсенчи концертсене тÿлевсĕр кăтартнă. Ытти концерта тата спектакле Пушкин карттипе курма май пулнă». Фестивале хутшăнакансем хăйсен пултарулăхĕпе çавăн пекех Элĕк тата Канаш округĕсенчи сценăсем çинче паллаштарнă.

Чăваш Енре Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалланă вунвун мероприяти иртнĕ. Вĕсенчен уйрăмах пĕлтерĕшли, ЧР спорт министрĕ Василий Петров палăртнă тăрăх, вĕренÿ заведенийĕсенче йĕркеленĕ паттăрлăх урокĕсем. Занятисене тĕрлĕ вăрçă ветеранĕсене, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннисене йыхравланă. «Мĕн вăл — паттăрлăх? Вĕсемсĕр пуçне никам та лайăхрах каласа кăтартма пултараймĕ, — терĕ Василий Петров. — Вĕсен чĕрĕ тĕслĕхĕ çамрăк ăрăва воспитани парас енĕпе уйрăмах хаклă».

Пысăк тепĕр мероприяти — Спортăн хĕллехи тĕсĕсен кунĕ. Мĕн пур муниципалитетра çак куна халалласа тĕрлĕ ăмăрту-тупăшу йĕркеленĕ. Республика ертÿçи Олег Николаев уяв кунĕсене пысăк пăтăрмахсăр ирттернине палăртнă май çĕр-çĕр çынна пухнă мероприятисен йĕркелÿçисене тав турĕ.

Кăрлачăн 1-мĕшĕнчен медицина ĕçченĕсене ятарлă социаллă тÿлев пама пуçланă. РФ Социаллă фондăн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Валерий Николаев пĕлтернĕ тăрăх, тÿлеве РФ Сывлăх сыхлавĕн министерстви çирĕплетнĕ списока кĕртнĕ Чăваш Енри 33 ытла медицина учрежденийĕн ĕçченĕ тивĕçет. Унăн виçи должноçран, категорирен, медицина пулăшăвĕнчен, ĕçленĕ вăхăтран килет: 4,5 пин тенкĕрен пуçласа 18,5 пин тенкĕ таран. Кăçал ку тĕллевпе 0,7 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă. «Медицина ĕçченĕсем пĕрремĕш тÿлеве нарăсăн 2-мĕшĕнче илнĕ, — терĕ Валерий Николаев. — 7200 ытла çынна 61 миллион ытла тенкĕ тÿленĕ».

Чăваш Енре наци проекчĕсем анлăн пурнăçланаççĕ. Вĕсемпе çыхăннă ĕç-хĕл пирки массăллă информаци хатĕрĕсенче пĕлтерсех тăраççĕ. ЧР цифра министрĕ Михаил Степанов каланă тăрăх, пĕлтĕр 1,5 пин ытла статья кун çути курнă. Кă- çалхи кăрлач уйăхĕнче республикăри тата округсенчи пичет кăларăмĕсенче 25 статья вырнаçтарнă, Наци телекуравĕ 17 сюжет кăларнă, 27 радиосюжет эфира тухнă. Наци проекчĕсене пурнăçа кĕртнипе çыхăннă информацие министерствăсемпе ведомствăсен, массăллă информаци хатĕрĕсен социаллă сетьсенчи ушкăнĕсене вырнаçтараççĕ. «Пресс-служба представителĕсене, журналистсене наци проекчĕсемпе килĕшÿллĕн хута каякан об±ектсене кăтартма пресс-турсем йĕркелесси йăлана кĕнĕ», — терĕ Михаил Степанов. Пĕлтĕр, сăмах май, Чăваш Республики наци проекчĕсемпе çыхăннă ĕç-хĕле çутатас тĕлĕшпе Раççей регионĕсен хушшинче çиччĕмĕш вырăн йышăннă.

Олег Николаев статьясемпе сюжетсем хатĕрленĕ чухне наци проекчĕсем пурнăçлакан вырăнта пурăнакансен шухăшне, кăмăл-туйăмне ытларах кăтартмаллине палăртрĕ. «Çынсем наци проекчĕ вĕсен пурнăçне лайăх енне улăштарни пирки хăйсем каласа кăтартчăр», — терĕ вăл.

Валентина БАГАДЕРОВА

Комментари хушас