Пурте — çĕр улми кăларма

10 Юпа, 2022

Чăваш Ен Пуçлăхĕ ирттерекен тунтикунхи канашлура «Пĕлтерĕшли çинчен калаçни» проект пирки сăмах пулчĕ. Ун çинчен вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров сăмах илчĕ. Унта Чăваш Ен те хастар хутшăнать — шкулсенче, колледжесенче ачасемпе, студентсемпе пĕлтерĕшлĕ темăсене сÿтсе яваççĕ. Патриотизма тĕпе хуракан калаçусем, иккĕленмест министр, ачасемпе çамрăксене Тăван çĕршыва юратма, унпа мăнаçланма вĕрентмешкĕн тивĕç.

Канашлу ял хуçалăх темипе вĕçленчĕ. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Мускавра агопромышленноç комплексĕн эрни иртни, Чăваш Енри аграрисем йăлана кĕнĕ «Ылтăн кĕркунне — 2022» курава ăнăçлă хутшăнни çинчен пĕлтерчĕ. 50 медаль çĕнсе илнĕ, çав шутра 41-шĕ — ылтăн наградăсем.

Олег Николаев наградăсем аграрисен ĕçне тивĕçлипе хакланине çирĕплетрĕ, çав вăхăтрах ĕçтешсем пире хисеплени, пирĕнпе ĕçлеме хатĕрри те пысăк пĕлтерĕшлĕ — çакăнпа усă курмалла. Шел те, хресченĕн паян пушăрханмалли те çук мар — ĕççи ниепле те вĕçленеймест. «Çанталăк условийĕсем кăткăс, — терĕ регион ертÿçи. — Тĕрĕссипе, çулталăк ку енĕпе йывăр пулчĕ. Юлашки икĕ çулта аграрисене техника туянма лайăх условисем туса пани нумай пулăшрĕ — тырра пухса кĕртессине ăнăçлă вĕçлерĕмĕр. Юлнишĕн пăшăрханма кирлĕ мар — ăна пухса кĕртĕпĕр. Çĕр улми кăларас тĕлĕшпе вара ĕç-пуç кăткăс. Çавăнпа халăха, техникăна çак ĕçе явăçтармалли план тумалла. Çĕр улмипе пахча çимĕçĕн çурри патнелле пайĕ уйра-ха — питĕ нумай».

www.hypar.ru
 

 

Комментари хушас