Пысăк тĕллевсене пĕрле пурнăçлăпăр

15 Авăн, 2020

Патшалăх Канашĕн паян иртнĕ 43-мĕш сессийĕнче депутатсем 16 саккун проектне тишкерсе ырларĕç, ытти ыйтăва пăхса тухрĕç.

Чи малатанах Альбина Егорова спикер ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаева республика Пуçлăхĕн суйлавĕнче çĕнтернĕ ятпа саламларĕ, малашнехи ĕçре ăнăçу сунчĕ. Олег Алексеевич та сăмах илчĕ. Хăйне шаннăшăн пурне те тав тунă май вăл умри пысăк тĕллевсемпе паллаштарчĕ, вĕсене пурнăçламашкăн пурин те пĕрле ĕçлемеллине палăртрĕ.

Тишкернĕ ыйтусен шутĕнче — пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене çирĕплетесси, алкоголь продукцийĕ сутас тĕлĕшпе чарусем палăртасси, нумай ачаллă çемьесене паракан тÿлеве пысăклатасси çинчен калакан тата ытти саккун проекчĕсем. Сесси ĕçĕ çинчен тĕплĕнрех «Хыпарăн» çитес номерĕнче вуласа пĕлĕр.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас