QR-кодсăр кафене те, кинотеатра та кĕртмеççĕ

12 Юпа, 2021

Паян «Контактра» социаллă сетьре QR-кодпа усă курассипе çыхăннă ыйтупа тӳрĕ лини иртрĕ. Ыйтусене Цифра, Культура, Экономика тата Спорт министерствисен представителĕсем хуравларĕç.

ЧР Цифра аталанăвĕн министрĕ Кристина Майнина пĕлтернĕ тăрăх, QR-кодсене сканерлакан мобильлĕ приложени хатĕрленĕ. «Вăл культурăпа социаллă учрежденисене миçе çын кĕнине шутласа пырать. Калăпăр, пĕр кун çурăра 12 пин ытла çыннăн QR-кодне сканерланă. Хальлĕхе çак çĕнĕлĕхпе 831 организацире усă кураççĕ», — терĕ Кристина Андреевна. Çавăн пекех сертификатăн хут вариантне те йышăнаççĕ. Вăл чăн пулнине ĕнентермешкĕн çумра е паспорт, е водитель удостоверенийĕ, е ытти документ пулмалла.

Культура министерствин пай пуçлăхĕ Инна Ильина каласа кăтартнă тăрăх, культура çурчĕсемпе клубсене, филармоние, театрсене, кинозалсемпе кинотеатрсене, концерт залĕсене кĕнĕ чухне е QR-код, е ПЦР-справка, е ковидпа чирлесе ирттернине ĕнентерекен хут кăтартмалла. Театра е кинозала ача-пăчапа пĕрле çӳрекенсенчен те QR-код ыйтаççĕ. Музейсене, библиотекăсене, архивсене вара ахалех кĕртеççĕ. Тĕслĕхрен, çак кунсенче пукане театрĕнче Пĕтĕм тĕнчери фестивальсем иртнĕ. Унта хутшăнакансем, тĕрлĕ регионтан килнĕ хăнасем, йĕркелӳ комитетне ятарлă документсем тăратнă.

Спорт учрежденийĕсенче ЧР Пуçлăхĕн указĕнчи йĕркене пăхăнаççĕ. Спорт министрĕн заместителĕ Ольга Букина пĕлтернĕ тăрăх, бассейнсемпе тренажер залĕсене кĕнĕ чухне çынсем пĕр кунра 350 QR-код, 30 ПЦР-справка тата ытти хут кăтартнă. Вакцинаци тутарманнисене абонементсене каялла тавăрса панă. Ăмăртăва хутшăнакансен те çумра сертификат е справка пулмалла.

Çĕнĕ мерăсем йышăннипе, экономика министрĕн çумĕ Денис Спирин сăмахĕ тăрăх, кафе-ресторансенче çын йышĕ чакнă. Калăпăр, унта юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче QR-кодлă 5000 çын пынă тăк паян вĕсен шучĕ 11 пине çитнĕ. МФЦ офисĕсенче, суту-илӳ центрĕсенче хальлĕхе çак йĕркене çирĕплетмен. Çывăх вăхăтра документсене ТелеМФЦ сервис урлă йышăнма пуçлĕç. Мускавра общество апатланăвĕн предприятийĕсене пуш уйăхĕнченпех QR-кодсăр кĕртмеççĕ. Тутарстанри суту-илӳ центрĕсене те унсăр кĕреймĕн. Аэропортсенче QR-код кăна мар, ПЦР-справка та ыйтаççĕ. Çын хушшине тухма шикленекенсен е вакцинаци туманнисен онлайн сервиссемпе усă курма май пур. Калăпăр, театрсенче онлайн спектакльсем кăтартаççĕ, спорт учрежденийĕсем онлайн тренировкăсем хатĕрлеççĕ. Кафе-ресторансем апат-çимĕçе киле илсе пырса пама пултараççĕ. Указа епле пăхăннине мобильлĕ ушкăнсем тĕрĕслесе тăрĕç. Йĕркене пăсакансене пĕрремĕш хутĕнче асăрхаттарĕç, иккĕмĕш хутĕнче штрафлĕç.

www.hypar.ru
 

Рубрика: 

Комментари хушас