Раиса Сарпине халалласа — курав

25 Кăрлач, 2021

Кăрлачăн 27-мĕшĕнче К.В. Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнче «Чун хĕлхемĕ — халăха» курав уçăлĕ.

Ку мероприятие Раиса Сарпи поэт çуралнăранпа 70 çул çитнине халалланă. Куравра Раиса Васильевнăн кĕнекисемпе, сăн ӳкерчĕкĕсемпе, пултарулăхĕпе пурнăçĕ çинчен калакан документсемпе паллашма пулĕ.

Раиса Сарпи — поэт, прозаик, драматург, куçаруçă, СССР писательсен союзĕн членĕ, ăна нумай тава тивĕçлĕ ятпа чысланă.

www.hypar.ru 

Рубрика: 

Комментари хушас