Реабилитаци центрĕ çитес çулăн пуçламăшĕнче пациентсене йышăнĕ

17 Авăн, 2021

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕнче пулчĕ. Çак кунсенче кунта реабилитаци центрне, пациентсемпе тата вĕсемпе пĕрле килнĕ çынсем валли 24 койка вырăнлă хăна çурчĕн комплексне тăвассине вĕçленĕ. Çавăн пекех пропусксен бюровне çĕнетнĕ. Олег Алексеевич вĕсемпе паллашрĕ.

Республика Пуçлăхĕ акт залĕнче коллективпа тĕл пулчĕ. Шурă халатлисене килĕштерсе, туслă ĕçленĕшĕн тав турĕ. Аса илтеретпĕр, федераци центрне 2009 çулта «Сывлăх» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн хута янă. Кунта 5 уйрăм, пĕтĕмпе 165 койка вырăн. Кунта çулсерен 8 пин ытла пациента операци тăваççĕ. Медицина реабилитацийĕн 4 хутлă корпусне 2020 çулта тума пуçланă. Çĕнĕ çул хыççăн вăл пациентсене йышăнма пуçлĕ.

Тĕл пулура коронавирус инфекцийĕпе кĕрешес ĕçе пысăк тӳпе хывнăшăн, яваплăха туйса нумай çул ĕçленĕшĕн федераци центрĕн тĕп тухтăрне Николай Николаева Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Хисеп хучĕпе наградăларĕç. Уйрăм заведующине Айрат Сюндюкова ĕçре пысăк çитĕнӳсем тунăшăн, пуçарулăхпа тата хастарлăхпа палăрнăшăн Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Тав çырăвĕпе чысларĕç.

www.hypar.ru Роза Власова сăн ÿкерчĕкĕсем
 

Рубрика: 

Комментари хушас