Реконструкци калаçтарать

19 Ака, 2022

Анне монуменчĕ патĕнчи лаптăкри, Юрă уйĕнчи, Хĕрлĕ лапамри, Мускав çыранĕнчи ĕçсем валли /терроризмран асăрхаттаракан стендсем тума, видеосăнав йĕркелеме тата ытти те/ пĕтĕмпе 2,3 миллион тенкĕ кирлĕ. Анчах хула администрацийĕ укçа уйăрман. Кун пирки Шупашкар хулин ЖКХ управленийĕн директорĕ Олег Белов ытларикун республикăн антитеррор комиссийĕн тата оперативлă штабĕн ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ пĕрлехи ларăвĕнче каларĕ.

Администраци представителĕ Дмитрий Денисов çак ĕçсем валли кирлĕ укçапа çыхăннă тӳрлетӳсене бюджета çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче кĕртессине пĕлтерчĕ. Республика Пуçлăхне кунашкал хурав тивĕçтермерĕ: бюджета тӳрлетмелле, унтан конкурс процедурисем пуçланаççĕ — тăсăлса каять. Çуллахи кунсем çитиччен вара нумай та юлмарĕ. Апла тăк ку ĕçе васкатмалла. Çак кăмăлсăрлăха Денис Спирин сити-менеджер хăлхине кĕртме хушрĕ.

Залив таврашĕнче юсав-реконструкци ĕçĕсем пыни, хальлĕхе унта çын çукки, хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене çак ĕçсене вĕçлесен татса парасси пирки калани те ларăва хутшăннисене тивĕçтермерĕ. Евгений Терешин каланă тăрăх, халăх йышлă пулакан вырăнсен списокне хула çирĕплетет. Хайхи реконструкци тапхăрĕ валли Юрă уйне, ытти вырăна çак списокран кăларма пултарнă — ӳпкев те пулмастчĕ. Юсав вĕçленсен вара хайхи объектсене списока каялла тавăрма пулатчĕ — Шупашкар влаçĕсем апла туман.

Реконструкци тенĕрен, залив таврашне йĕркене кĕртесси тăсăлса кайнине республика ертӳлĕхĕ те курать — Олег Николаев ĕçсене хăçан вĕçлессипе кăсăкланчĕ. Подрядчик, «Дорисс» компани, хула администрацийĕпе килĕшӳ тăвасса кĕтнĕ-мĕн, ăна тума вара Экономика аталанăвĕн министерствипе Ростуризм калаçса татăлни кирлĕ пулнă… «Процесса эпĕ тĕрĕслесе тăратăп», — асăрхаттарчĕ Олег Николаев. Асăннă территори хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕлĕшпе полицин те ыйтусем пур. Шалти ĕçсен министрĕ Виктор Шметков унта тĕрлĕ транспорт чăрмавсăр кĕрсе çӳренипе кăмăлсăр. «Пĕлтĕр халăха сосискăсемпе сăйлакан пĕр çын шоу кăтартни те манăçман-ха…» — аса илтерчĕ вăл. Çуллахи вăхăтра çав вырăнта халăх йышлă пулать — транспорт тĕлĕшпе чару кирлех.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас