Республика ертӳçи форум çĕнтерӳçисемпе тĕл пулчĕ

15 Юпа, 2020

Чăваш патшалăх эксперимент драма театрĕн директорĕ Валерий Проворов çак çамрăксене вутăн хĕлхемĕсемпе танлаштарчĕ. Вĕсен малашлăхра аталанмаллине палăртрĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетĕнчи коворкинг-центрта пухăннисем те унпа килĕшрĕç. Сăмах çамрăксен «Иволга» форумĕн çĕнтерӳçисемпе финалисчĕсем пирки. Тĕрлĕ компетенцире проект çырса мала тухнă хастарсене республика Пуçлăхĕ Олег Николаев тĕл пулса саламларĕ, тав хучĕпе чысларĕ.

Сăмах май, асăннă форум 2013 çултанпа иртет. Çак хушăра унта пирĕн республикăри 1900 ытла çамрăк хутшăннă. Коронавируспа çыхăннă лару-тăрăва пула кăçал мероприятие пуçласа онлайн мелпе йĕркеленĕ. Палăртма кăмăллă: Чăваш Ен çамрăкĕсем пурĕ 4 миллион та 381 тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. Кинематограф, наука, театр енĕпе проект хӳтĕлесе тăваттăн мала тухнă. Пурте — ЧПУ студенчĕсем. Çĕнтерӳçĕсем проектсен презентацийĕсене кăтартрĕç, аталанас йĕркепе паллаштарчĕç. Унсăр пуçне вĕсене проекта пурнăçа кĕртессипе çыхăннă тĕрлĕ ыйту кăсăклантарчĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев, культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Каликова, вĕрентӳ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алла Салаева та ку тĕлĕшпе çамрăксене хавхалантармаллине палăртрĕç.

Тĕлпулу пирки тĕплĕнрех — «Çамрăксен хаçачĕн» çитес номерĕнче.

www.hypar.ru Автор сăн ӳкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас