Республикăн ача-пăча клиника больницинче шăла операци тумалли кабинет уçăлчĕ

10 Кăрлач, 2023

Çĕнĕ пÿлĕмпе ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев паллашрĕ. Вăл каланă тăрăх, кунашкал кабинет пирĕн çĕршывра темиçе кăна, республикăра - пĕрремĕш. "Хальхи йышши оборудованипе тивĕçтернĕ пÿлĕм сиплеве лайăхлатма май парать", - терĕ регион ертÿçи.

Ача-пăча больницинчех канашлу иртрĕ. Владимир Степанов министр сывлăх сыхлавĕн отраслĕнче пĕлтĕр тунă ĕçсем çинчен тата кăçалхи тĕллевсем çинчен каласа кăтартрĕ.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

Комментари хушас