Республика́ри хе́рара́мсен союзе́н анла́ лара́ве́ иртре́

2 Юпа, 2020

Юпа уйа́хе́н 2-ме́ше́нче Республика́ри хе́рара́мсен союзе́ анла́ лара́ве́ иртре́. А́на Раççейри хе́рара́мсен союзе́ йе́ркеленне́ренпе 30 çул çитнине халаллана́.

Республика́ри пе́рле́х историйе́пе союз ерту́çи Наталья Николаева паллаштарче́. Паянхи кун Ча́ваш Ен 5 хулинче тата 21 районта хе́рара́мсен союзе́н выра́нти уйра́ме́сем пур. Республика́ри пе́рле́х Раççейри хе́рара́мсен союзе́н уйра́ме́ шутланать. Çе́ршыври пе́рле́х çе́р-çе́р çынна пе́рлештерсе та́рать. Пуха́ннисене ЧР Министрсен Кабинече́н Председателе́н заместителе́-ве́ренту́ министре́н тиве́çе́сене пурна́çлакан Алла Салаева саламларе́, пе́рле эпир пур йыва́рла́ха та пара́нтарма пултарассине пала́ртре́.

Хе́рара́мсен общества́ри пе́лтере́шне Раççей Президенче́ Владимир Путин пала́ртна́, союз члене́сене уявпа саламлана́. Раççейри хе́рара́мсен союзе́н ерту́çи Екатерина Лахова пире́н регионри пе́рле́х Ата́лçи та́ра́хе́нче чи лайа́ххисенчен пе́ри пулнине пала́ртре́. Уяв - уявах, чи маттуррисене Раççей хе́рара́ме́сен союзе́н медале́пе чысларе́ç, хакла́ парнепе - капа́р тута́рпа - хавхалантарче́ç.

Раççейри хе́рара́мсен союзе́н тыта́ме́нче хале́ Çамра́ксен палати е́çлет. Уна́н 1-ме́ш форумне Ча́ваш Енрен Алена Кушева (Та́вай районе́) хутша́нна́. Ва́л çе́ршыв шайе́нчи мероприятие хутша́нни çинчен каласа ка́тартре́, малашла́хри плане́семпе паллаштарче́. Хе́рара́мсем çитес уява - Ама́ше́н кунне - ме́нле уявлассине, а́на районсенче те анла́ палла́ тумаллине пала́ртре́ç. Ка́çалтан пуçласа Ашше́сен кунне те палла́ тума пуçланине шута илсе арçынсене ытларах ява́çтарма се́нче́ç.

www.hypar.ru 

Маргарита ИЛЬИНА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

Рубрика: 

Комментари хушас