Сăлтавĕсене тишкермелле

13 Раштав, 2021

Раштавăн 11-мĕшĕнче 9 тата 11-мĕш классенче вĕренекенсем пĕтĕмлетӳллĕ сочинени çырнăччĕ.

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров сочинение 5,1 пин ытла шкул ачи çырнине пĕлтерчĕ. Япăх паллăсем илнисем — 22-ĕн. Патшалăх Канашĕн Председательне Леонид Черкесова задание пурнăçлайманнисен шутĕнче ырă ятпа палăртнă шкулсемпе лицейсен ачисем пулни тĕлĕнтерчĕ. Тĕп хулари 23-мĕш шкултанах, сăмахран, пиллĕкĕн… Михаил Ноздрякова вара тепĕр самант сисчĕвлентерчĕ: япăх паллăсемпе кăçал тĕпрен юсанă шкулсенчен чылайăшĕ палăрнă… Çавăнпа, ун шучĕпе, çакăн сăлтавĕсене тĕплĕ тишкерни вырăнлă.

Дмитрий Захаров вара патшалăхăн пĕрлехи тата тĕп экзаменĕсене хатĕрленме пуçланине çирĕплетрĕ. Вĕсем хăш кунсенче иртессине татăклăн çирĕплетмен-ха, анчах йĕркелӳ енĕпе улшăнусем пулаççĕ. Çав шутра — предметсемпе çыхăннисем те. Тĕслĕхрен, ют чĕлхесемпе тытакан экзамена унта хутшăнаканпа интервью йĕркелессине кĕртнĕ. Мĕн пур улшăнупа Рособрнадзор сайтĕнче паллашма пулать. Экзаменсене йĕркелеме хушма 55 миллион тенкĕ кирлĕ. Çак укçана республикăн çитес çулхи бюджетĕнче пăхса хăварман-ха. Михаил Ноздряков бюджета пуш уйăхĕнче улшăнусем кĕртнĕ чухне çак тӳрлетĕве шута илессине çирĕплетрĕ.

Канашлу шăматкун Шупашкарта иртнĕ «Врачсене пысăк тав» ыркăмăллăх концертне пĕтĕмлетнипе вĕçленчĕ. Вице-премьер — сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов çак пуçарăва ырланăшăн ЧР Пуçлăхне Олег Николаева, акци йĕркелӳçисене — Правительствăна, Хĕрарăмсен союзне, «Пĕрле» тата «Пулăшма вăхăт» фондсене тав турĕ, концерт медицина ĕçченĕсен кăмăлне çĕкленине палăртрĕ. Михаил Ноздряков та акцие пысăка хурса хакларĕ, çапах, ун шучĕпе, «паянхи условисенче врачсене кӳрекен чи пысăк пулăшу — эпир хамăрăн, çывăх çынсен сывлăхĕ тĕлĕшпе яваплăха туйни. Çакă сывлăх сыхлавĕ çине лекекен пысăк тиеве чакарма май парĕ». Çав шутра — çынсем вакцинацие хутшăнни. Ку енĕпе вара, шел те, регион сыхлăха тивĕçтерме кирлĕ кăтартусен шайне çитеймен-ха.

www.hypar.ru
 

Рубрика: 

Комментари хушас