Ҫамрӑксене илӗртме условисем тумалла

21 Ака, 2021

Паян ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ - ЧР вĕрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министрĕ Алла Салаева Ҫĕмĕрле тӑрӑхĕнче ĕҫлĕ ҫӳревре пулчĕ. Ҫĕмĕрлери 3-мĕш шкулта йĕркеленĕ "Ҫĕмĕрле хулинчи тата Ҫĕмĕрле районĕнчи вĕрентӳ тытӑмĕн аталанӑвĕ" семинар-ларӑва хутшӑнчĕ.

Ҫĕмĕрлери медицина центрĕнче вӑй хуракансемпе тĕл пулчĕ. Тĕлпулӑва ҫавӑн пекех ЧР сывлӑх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов та хутшӑнчĕ. Асӑннӑ сиплев учрежденийĕнче кадр ыйтӑвĕ ҫивĕч тӑрать. Ҫĕмĕрлесене пулӑшма паян Шупашкарти больницӑсенче ĕҫлекенсем ятарласа килнĕ. Чирлисене ятарлӑ специалистсем йышӑнчĕҫ.

Ҫӳлерех асӑннӑ шкулта та, медицина центрĕнче те специалистсем - учительсемпе врачсем - ҫитмеҫҫĕ. Ҫамрӑксене илĕртме, тӑван тӑрӑхра хӑварма условисем ытларах тумаллине палӑртрĕ Алла Леонидовна.

Алла Салаева Ҫĕмĕрлери ачасен пултарулӑхĕн центрĕнче те пулчĕ, алĕҫ куравĕнче ачасен ӑсталӑхĕпе паллашрĕ. Асӑннӑ хулари Хĕрарӑмсен канашĕн хастарĕсемпе, хула администрацийĕнче депутатсемпе тĕл пулчĕ, социаллӑ отрасльти ҫивĕч ыйтусем тавра калаҫу пуҫарчĕ.

www.hypar.ru Роза Власова сăн ÿкерчĕкĕсем

Комментари хушас