Сасăлав политика ландшафтне уçăмлатĕ

29 Çĕртме, 2021

Ытларикун ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков тата унăн заместителĕ Игорь Михайлов журналистсемпе курнăçрĕç. Ку ТСК çитес суйлавсем иртесси çинчен пĕлтернĕ хыççăн йĕркеленĕ пирвайхи брифинг пулчĕ. Суйлав кампанийĕ хĕрсе пынă май массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсене каласа памалли пайтах пулĕ-ха — пĕрре кăна мар курнăçăпăр.

Александр Цветков палăртнă тăрăх, паянхи кун икĕ суйлав кампанийĕ пуçланнă темелле ĕнтĕ — Патшалăх Думин тата Патшалăх Канашĕн депутачĕсен. Тунтикун нумаях пулмасть туса хунă Красноармейски муниципалитет округĕн, ытларикун Çĕмĕрле муниципалитет округĕн пухăвĕсен депутачĕсен суйлавĕсене ирттересси çинчен пĕлтернĕ. Пĕрремĕшĕнче 15 депутата суйламалла, тепринче 17 мандат хуçине палăртмалла. Çапла вара Красноармейскисемпе Çĕмĕрлесен пĕлтĕр кăна суйланă депутачĕсем шăп та лăп çулталăк ĕçлеççĕ, авăн уйăхĕнче вĕсен полномочийĕсем вĕçленĕç, çĕнĕ депутатсем килĕç.

Республикăра 221 пин суйлавçă. ТСК ертӳçи авăн уйăхĕнчи суйлав тĕлне çак кăтарту улшăнасси пирки иккĕленмест — пĕр икĕ пин çын чухлĕ сахалрах пулĕ. Яланхи 1108 суйлав участокĕ ĕçлĕ. Тата — вăхăтлăх 15 участок: медицина учрежденийĕсенче, икĕ следстви изоляторĕнче. Хĕрлĕ зонăллă больницăсенче сасăлав йĕркелеме май килмĕ. «Çынсен пурнăçĕ суйлавран хаклăрах», — терĕ кун пирки Александр Иванович. Пĕлтĕр те çаплах пулнă — коронавируспа чирлисене сиплекен медучрежденисенче суйлав участокĕсене йĕркелемен. Çакна та, Александр Цветков шучĕпе, ковидран хӳтĕленсе прививка тутармалли сăлтав вырăнне хума юрать: чирлесен сасăлаймăн — хăвăн правупа усă курас тĕлĕшпе чăрмав ан пултăр тесен вакцинациленмелле.

Суйлав виçĕ куна тăсăлĕ — эрнекун, шăматкун тата вырсарникун. Хăрушсăрлăх пĕлтерĕшне пысăка хунă май суйлав комиссийĕсен членĕсем прививка тăвас тĕлĕшпе тимлĕх пысăк — вĕсен 25% вакцинăпа усă курнă та ĕнтĕ. Çакă вĕсен хăйсен сывлăхне упрама кирлĕ, çав вăхăтрах суйлавçăсен сывлăхĕ тĕлĕшпе яваплăха туйнине те палăртмалла. Александр Цветков хӳтлĕх хатĕрĕсем пулассине палăртнипе пĕрлех сасăлав хыççăн суйлав участокĕсем вырнаçнă вырăнсене дезинфекцилемешкĕн килĕшӳсем тунине те пĕлтерчĕ. Пĕтĕмпех тап-таса юлмалла.

Сăнав çирĕп пулĕ. Çав шутра республика Пуçлăхĕн хушăвне пурнăçласа кашни суйлав участокне видеосăнавпа тивĕçтересси пирки те манман. 349 участока федераци укçипе Ростелеком тивĕçлĕ оборудовани вырнаçтарĕ, 400-ĕшне республика контракчĕпе видеопа тивĕçтерĕç, ытти вак участоксенче вара куншăн вырăнти влаçсем яваплă пулĕç. Анлă видеосăнав саккуна пăснă тĕслĕхсенчен сыхланма пулăшас шанăç пысăк — иртнĕ çулхи йышши тĕслĕхсем ан пулччăр.

Укçа-тенкĕ теми те кăсăклă — ун пирки те ыйтусем пулчĕç. Партисен федераци шайĕнчи суйлав фончĕсем пулаççĕ — 700 миллион тенкĕ таран. Çав вăхăтрах вĕсен регионсенчи уйрăмĕсене хăйсен фончĕсене йĕркелеме те ирĕк панă — 25 миллион тенкĕ таран. Пĕр мандатлă округсенчи кандидатсен фончĕсем 40 миллион тенкĕрен ытла пулмалла мар. Çав шутран çуррине кандидат хăй пухать, çуррине партирен уйăраççĕ. Суйлав хакĕпе интересленекен журналистем те пулчĕç. Александр Цветков пытармарĕ: Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕ валли 110,5 миллион тенкĕ уйăрнă, Дума суйлавĕ валли — тата çавăн чухлĕ. «Çапла вара пĕтĕмпе 220 миллион тенкĕ ытла — суйлавсен историйĕнче хальччен пулман виçе. Демократи — суйлав мелĕ — хаклă механизм», — терĕ вăл.

Калаçăва вĕçленĕ май Александр Иванович çитес суйлавсен тĕрĕслĕхне, легитимлăхне, объективлăхне тивĕçтересси пирки иккĕленменнине, вĕсем республикăри тата вырăнсенчи политика ландшафтне уçăмлă йĕркелессе шаннине палăртрĕ.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас