Сĕрĕм тивнĕ тĕслĕхсем нумайланнă

18 Кăрлач, 2021

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлу сивĕ, юр нумай çунă тапхăрта республикăри çулсем çинчи транспорт çÿревне тивĕçтерес ыйтăва пăхса тухнипе вĕçленчĕ.

Тивĕçлĕ тытăмсем кĕрĕк арки йăваласа лармаççĕ, кăрлачăн 15-17-мĕшĕсенче çулсем çинче техникăн çĕр-çĕр единици ĕçленĕ. Апла пулин те Олег Николаев питĕ тимлĕ пулма, оперативлă ĕçлеме ыйтрĕ. Аслă çулсене те вăхăтра тасатса тăмалла, вырăнсенчи çулсем çине те алă сулма юрмасть — вĕсем тăрăх шкул автобусĕсем çÿреççĕ, ачасене илсе çÿресси вара пысăк яваплăхпа çыхăннă. «Çулсем çинчи япăх условисене пула шкул автобусĕсем аварие лекнĕ тĕслĕхсем ан пулччăр», — асăрхаттарчĕ вăл.

Сыхлăх пур енĕпе те кирлĕ. ГКЧС ертÿçи Вениамин Петров юлашки вăхăтра çынсем сĕрĕм тивнĕ тĕслĕхсем нумайланни çинчен пĕлтерчĕ. Пĕр эрнере тăватă тĕслĕх пулнă. Юрать, çынсем вилмен. 

Çавăн пекех çут çанталăк газĕпе те асăрхануллă пулмалла. Çĕршывра газ сăрхăнса тăнипе пурăнмалли нумай хутлă çуртсем сирпĕннипе çыхăннă инкексем пĕрре кăна мар пулнă, çав шутра — Чăваш Енре те. Шартлама сивĕсенче хăрушлăх пушшех ÿсет. Çавăнпа та вăл вырăнсенчи влаç ертÿçисене çынсене кун пирки аса илтерсех тăма, асăрхануллă пулма чĕнсе каларĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас