Сĕтĕн пысăкрах пайне хамăр патрах тирпейлемелле

26 Кăрлач, 2022

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура сӳтсе явнă ыйтусен шутĕнче яла пайăррăн пырса тивекенни те пулчĕ.

Агропромышленноç отраслĕн представителĕсене савăнтарма тивĕç хыпар: республикăри сĕт тирпейлекен предприятисем малашне патшалăх пулăшăвĕн çĕнĕ мелĕпе усă курма пултарĕç. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, çак йышăну Чăваш Енре тирпейлекен сĕт калăпăшне тата 18 пин тонна чухлĕ пысăклатма пулăшмашкăн тивĕç. Хуçалăхсемпе предприятисен хайхи виçене ӳстермелли тăкакĕсен пĕр пайне саплаштармашкăн республика бюджетĕнчен укçа уйăрĕç. Çак пулăшупа сĕт суса илекенсем те, чĕр тавара тирпейлекен предприятисем те усă курма пултарĕç. Министр шучĕпе, републикăра тирпейлекен сĕт калăпăшĕ пысăкланĕ, унăн регион тулашне «чĕрĕлле» илсе тухакан виçи чакĕ.

Сăмах май, пĕлтĕр Чăваш Енре 446 пин тонна сĕт суса илнĕ, çав шутран 218 пин тоннине кăна тирпейленĕ. Шăпах юлашкинчен асăннă кăтартăва пысăклатас тĕллев тăрать, ăна хăпартни хамăрăн хуçалăхсемпе предприятисен сĕтрен илекен тупăшне пысăклатма та пулăшмалла. Паян республикăра 20 сĕт завочĕ ĕçлет. Кăçал хăватсем ӳсмелле. Патăрьел районĕнче — талăкра 200 тонна, Вăрмар районĕнче 10 тонна сĕт тирпейлекен производствăсем хута каймалла.

www.hypar
 

Рубрика: 

Комментари хушас