Шалăва тÿлессине сÿтсе яврĕç

5 Юпа, 2020

Шалăва вăхăтра тÿлессипе çыхăннă ыйтусемпе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ.

Ĕçлев инспекцийĕн пуçлăхĕ Алексей Метелкин пĕлтернĕ тăрăх, юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри 10 организацире ĕçлекенсем умĕнче 19 млн тенкĕ парăма кĕнĕ. Кăçал парăмăн пĕр пайне - 30 млн ытла тенкĕ - парса татма май тупнă. Панкрута тухнă "ТриАсс" пĕрлешĕвĕн конкурс управляющийĕ Татьяна Богданова парăма - 1,2 млн тенке - çулталăк вĕçлениччен тÿлесе татассине каларĕ.

Иккĕмĕш ыйтупа - пенси çулне çывхаракансене ĕç прависене хÿтĕлесси - ĕçлев министрĕ Алена Елизарова паллаштарчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн республикăра аслă ÿсемри 53793 çын пурăнать, вĕсенчен 26 пинĕшĕ ĕçлеççĕ. Кăçал ĕçлев службисене пенси çулне çывхаракан 2409 çын пынă, вĕсенчен 746 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ, 50-шне вĕренме янă. Ĕçлекенсен стажне электронлă мелпе туса пырасси пирки пенси фончĕн Чăваш Енри управляющийĕн çумĕ Ирина Коннова каласа пачĕ.

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ. Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас