Шалу вăхăтра илеймеççĕ

28 Çĕртме, 2021

Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Правительство çуртĕнче шалу парăмне тата коллективсен администрацийĕсемпе килĕшӳ çирĕплетмесĕр ĕçлекен çынсен шутне пĕчĕклетес ыйтупа канашлу ирттерчĕ.

Патшалăхăн тивĕçлĕ органĕсене парăма тĕрĕслесе тăма тата унпа татăлас ыйтăва татса пама чĕнсе каларĕ. Вăл мĕн чухлĕ пухăнса кайни, унпа татăлассишĕн пурнăçлакан ĕçсем çинчен республикăн патшалăх ĕç инспекцийĕн ертӳçи Алексей Метелкин пĕлтерчĕ.

— 2021 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ултă организацире ĕçлекен 250 çын умĕнче вăл 7,047 миллион тенкĕ пулнă, кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчи кăтартуран 12,5% пĕчĕкленнĕ, — терĕ. — Çав кун тĕлне сакăр организацин 261 çын умĕнчи парăмĕ 19,099 миллион тенкĕпе танлашнă. Кăçалхи çĕртмен 25-мĕшĕ тĕлне шалу парăмĕн реестрĕнче шутланса тăракан 26 организацин, çав шутра панкрут процедурине кĕртнисен, вăл 1258 çын умĕнче 40 миллион тенкĕ пуçтарăннă, 2021 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчипе танлаштарсан 10,7 млн тенкĕ е 31% катăлнă. Çав кун тĕлне 23 организацире ĕçлекен 1198 çын умĕнче 51,2 миллион тенкĕ пухăннă. Реестрта экономикăра хастарлăхпа палăракан икĕ предприятин 1,015 миллион тенкĕ парăмĕ те паллă. Ку — республикăри пĕтĕм парăмăн 3%. Çав документра ĕçлекенсене 39 миллион тенкĕ парса татман 15 панкрут предприяти те пур. Çав укçа — республикăри мĕн пур парăмăн 97%. Реестра Сĕнтĕрвăрри районĕнчи пĕр муниципалитет предприятийĕ шутланса тăрать. Унăн вун виçĕ ĕçлекен умĕнчи парăмĕ 540 пин тенкĕ.

Ĕç укçине вăхăтра паман пирки кăçалхи çур çулта патшалăх ĕç инспекцине 418 çăхав ярса панă, çулталăк каялла — 669. РФ Ĕç кодексне пăсса шалу вăхăтра паманшăн РФ Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексĕпе килĕшӳллĕн должноçри 108 çынна, юридицин 47 сăпатне, 21 уйрăм предпринимателе 2,045 миллион тенкĕлĕх штрафласа явап тыттарнă, 89-шне асăрхаттарнă, должноçри 2 çын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарма следстви уйрăмне материалсем ярса панă. Инспекци инспекторĕсем парăмпа татăлмалли графика организацисен ертӳçисемпе тĕл пулса сӳтсе яваççĕ, ăна çирĕп пăхăнмаллине аса илтереççĕ, парăма пĕтернĕ предприятисен паха опычĕпе усă курма сĕнеççĕ.

Ĕçлекенсене Шупашкарти «Элби» производствăпа инженери компанийĕ те ĕç укçине вăхăтра памасть. Сăлтавне Сергей Киселев ертӳçĕ ăнлантарса пачĕ.

«Чăваш бройлерĕ» общество 36 çынна 1,7 миллион тенкĕ тӳлеймест. Шалупа татăлма предприяти пурлăхне сутса укçа тума палăртнă. Хальхи вăхăтра хакне палăртас тĕллевпе хаклашусем ирттереççĕ. Ĕçлекенсен умĕнчи парăмпа кăçал татăласшăн. Çакăн çинчен производствăна кĕртнĕ конкурс управляющийĕ Борис Литти хыпарларĕ.

Олег Николаев кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтăва пĕтĕмлетсе шалу вăхăтра паманнине сивлерĕ, предприяти-организаци ертӳçисенчен çак енĕпе федераципе республика саккунĕсене пăхăнса ĕçлеме ыйтрĕ.

Строительство комплексĕнче ĕç параканпа килĕшӳ çирĕплетмесĕрех шалу илекенсен, налук тӳлемен бизнес йышне пĕчĕклетессишĕн тăвакан ĕçсемпе ЧР строительство, архитектура тата коммуналлă хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Максимов паллаштарчĕ. Вĕсене йĕркелесе пыма министерствăра ĕç ушкăнĕ туса хунă. Вăл ертсе пынипе строительство тĕрĕслевĕ «сăрă предпринимательсене» тăрă шыв çине кăлараççĕ. Канашлура вĕсен çулне пӳлмелли çул-йĕре те уçăмлатрĕç.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас