Шăтăксене саплама пуçланă

20 Пуш, 2023

Тунтикун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура шăтăк-путăка сапламалли юсав ĕçĕсем пирки сăмах илнĕ май транспорт министрĕ Владимир Осипов пытармарĕ: юсамалли лаптăксем чăннипех пысăк. Ку федераци трассисене те, республика çулĕсене те пырса тивет. Вырăнсенчи çулсем тĕлĕшпе «сапламалли» тăваткал метрсен калăпăшĕ пирки тĕп-тĕрĕс калама та ир-ха. Вĕсен пысăк пайĕ çав-çавах юр айĕнче — унта асфальт мĕнле хĕл каçни кăшт каярах уçăмланĕ.

Асфальт вăйлă арканнине Владимир Михайлович хĕлле пăрлă çумăр çунипе, температура улшăнса тăнипе сăлтавларĕ. Шăнтать, ирĕлтерет, унтан каллех шăнтать — çакă асфальта япăх витĕм кÿрет. Тепĕр сăлтавĕ — иртнĕ вунă çуллăхсенче çулсене юсассипе çыхăннă ĕçсене туллин пурнăçламанни. Çакăн хурлăхлă кăтартăвĕ халĕ куç умĕнче... Шăтăк-путăка саплама пуçланă, анчах ĕçсене анлăн пурнăçлама çанталăк каçсерен çав-çавах сивĕ тăни чăрмантарать-ха. Çавăнпа хальлĕхе шăтăксене сивĕ асфальтпа кăна саплаççĕ, вĕри асфальтпа усă курма пуçламашкăн ака уйăхĕн пуçламăшĕччен тăхтама тивет-тĕр. Çак ĕçсене çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне туллин вĕçлеме палăртнă.

Федерацин М-12 автомагистралĕн строительстви вырăнти çулсене аркатни пирки те калаçу пулчĕ. Асфальт йывăр тиевлĕ техникăна тÿсеймест — хăш-пĕр çĕрте, тĕрĕссипе, вăл юлман та. Министр магистраль строительствин подрядчикĕсемпе — «Автодор» тата «Автобан» компанисен представителĕсемпе — канашлу ирттерни çинчен каларĕ. «Йĕпреç — Кудеиха» çулăн пĕтĕмпех арканнă 12 километрлă сыпăкĕн 3 километрне «Автобан» вак чул сарса тикĕсленĕ — пуш уйăхĕн 27-мĕшĕ тĕлне шкул автобусĕ çÿреме пултарĕ, анчах çакă та, паллах, çăлăнăç мар.

Пĕтĕмпе вара республикăра М-12 строительствине пула арканнă çулсен 227 километрне юсамалла. Кăçал, Владимир Осипов каланă тăрăх, 83 километрне йĕркене кĕртĕç. Ытти, тата 144 километрĕ, çитес çула юлать — çав сыпăксене Росавтодорăн уйрăм программипе юсĕç. Чăн та, республика çитес çулччен кĕрĕк арки йăваласа ларасшăн мар. Калăпăр, «Йĕпреç — Канаш» çул питĕ вăйлă сиенленнĕ. Унпа магистраль валли инертлă материалсем турттаракан техника нумай çÿрет. Çав вăхăтрах хамăра та кирлĕ — çавăнпа çула халĕ шăтăк-путăка юсамаллисен шутне кĕртнĕ.

Асфальт сиенленесрен сыхланас тĕллевпе ытти çулхи пекех кăçал та çулсене йывăр тиев турттаракан транспортшăн пĕр уйăхлăха хупаççĕ. Чару ака уйăхĕн 10-мĕшĕнчен тытăнса çу уйăхĕн 9-мĕшĕччен вăйра пулĕ.

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас