Шкул ачисен апачĕ тутлă та усăллă пулмалла

3 Пуш, 2021

Ӳснĕ вăхăтра ача тĕрĕс апатланнине сăнаса тăни пĕлтерĕшлĕ. Пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче ЧР Вĕренӳ министерствин, Чăваш Ен прокуратурин, Роспотребнадзор тата Раççей Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи управленийĕн ĕçченĕсем республикăри шкулсенче вĕри апатпа тивĕçтересси мĕнле шайра пурнăçланнипе паллашрĕç.

Етĕрне районĕнчи Кивĕ Тинкешри тата Муркаш районĕнчи А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкасси шкулĕсенче, çавăн пекех Шупашкарти 47-мĕш пĕлӳ çуртĕнче пулчĕ ĕçлĕ ушкăн, вĕри апат-çимĕç хатĕрлекен инфратытăм ĕçне хакларĕ.

ЧР Вĕренӳ министерствин пĕрремĕш заместителĕ Алексей Лукшин пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр республикăри шкулсенчи апат-çимĕç блокĕсене модернизацилеме 250 миллион тенкĕ уйăрнă, кăçал хулари шкулсем валли çак тĕлĕшпех 90 миллион тенкĕ расхутлама палăртнă.

- Пирĕн тĕллев — хулари, районсенчи шкулсенче вĕренекен ачасене тутлă та усăллă, пĕр стандартпа килĕшсе тăракан апат çитересси, — терĕ Алексей Лукшин.

ЧР Прокуратурин çул çитменнисемпе тата çамрăксемпе ĕçлекен уйрăмĕн аслă прокурорĕ Алина Савельева палăртнă тăрăх, шкулсенче апатланăва саккунпа килĕшӳллĕн йĕркеленĕ, анчах та çитменлĕхсем çук мар. Тĕслĕхрен, Калайкасси шкулĕнче документаци енĕпе асăрхаттарусем пур.

Шкулти апат кăмăла тивĕçтернине пĕлтерчĕç ачасем.

www.hypar.ru Татьяна Ишмуратова сăн ÿкерчĕкĕсем

 

Рубрика: 

Комментари хушас