Шкулсене тĕрĕсленĕ

8 Нарăс, 2021

Нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче мина хунă текен усал хыпар Раççейри чылай шкула электрон почтăпа çитнĕ. Чăваш Енрисене те сехре хăптарнă.

Республикăн право хуралĕн тытăмĕнче пĕлтернĕ тăрăх, нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче каçхине Чăваш Енри 400 ытла вĕренÿ заведенине тĕрĕсленĕ. Сирпĕтмелли хатĕр, Турра шĕкĕр, ниçта та никам та хуман. Паян ирпе, ирхи 7 сехет тĕлĕнче, çавăн пек çыру Шупашкарти 23-мĕш шкула çитнĕ. Унта çав вăхăтра пулнă 20 çынна эвакуациленĕ. Шкула специалистсем тĕрĕсленĕ хыççăн мина тупăнман.

Усал хыпар пирки суйса пĕлтернĕ тĕслĕхсем 2019 çулта нумай пулнăччĕ. Ун чухне суту-илÿ центрĕсене ура çине тăратнăччĕ. Халĕ йĕрке хуралçисем суйса хăратакансене тупса палăртас енĕпе çине тăрса ĕçлеççĕ.

www.hypar.ru

Вера ЭВЕРККИ.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас