Шупашкар хуласемпе районсене агломерацие пĕрлештерĕ

17 Раштав, 2021

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев нумаях пулмасть Патшалăх Канашне Шупашкар агломерацийĕн аталанăвне тĕплĕ тишкерсе тĕллевсене палăртма сĕннĕччĕ. Парламент вăрах кĕттермерĕ, эрнекун депутатсем министрсене, агломерацие кĕрекен муниципалитетсен ертӳлĕхне явăçтарса çак ыйтупа итлев ирттерчĕç.

ПК спикерĕ Леонид Черкесов палăртнă тăрăх, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисен, Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш тата Çĕрпӳ районĕсен пĕр агломераци тытăмĕнчи пĕрлехи аталанăвне экономикăпа, социаллă пурнăçпа тата культурăпа çыхăннă сăлтавсем никĕслеççĕ. Тепĕр енчен, çак агломераци унта кĕрекен муниципалитетсемшĕн кăна мар, пĕтĕм республикăшăн аталану локомотивĕ пулса тăмалла. Малалла утмашкăн çак хуласемпе районсен çивĕч ыйтăвĕсене татса парассине комплекслă майпа йĕркелени пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Агломераци çулĕпе утма тĕв тунă май çакă муниципалитетсемшĕн хăш енĕпе усăллă пулассине экономика аталанăвĕн, строительство тата транспорт министрĕсем Дмитрий Краснов, Павел Данилов, Владимир Осипов тĕрлĕ енчен хакларĕç. Вĕсен пĕтĕмлетĕвĕ уçăмлă: муниципалитетсем алла-аллăн утни анлă ыйтусене татса парассине ансатлатĕ — çĕнĕ производствăсем йĕркелессинчен тытăнса çурт-йĕр тума çĕр уйăрасси, транспорт инфратытăмне аталантарасси таран. Пухăннисем çавăн пекех маларах агломерацисем йĕркеленĕ Чулхула тата Екатеринбург представителĕсене итлерĕç — вĕсен опычĕ пирĕншĕн усăллă пуласси куçкĕрет. Паллах, агломераци йĕркелес ыйту çак итлевпе кăна татăлмĕ. Леонид Черкесов темăна тĕрлĕ ушкăнпа, специалистсене явăçтарса çавра сĕтел хушшинче тата пĕрре кăна мар сӳтсе явассине палăртрĕ. Анчах халь пуçламăшĕ пур теме юрать ĕнтĕ — агломераци пулмаллах.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас