Шупашкар картишĕсене хăтлăлатас ĕç малалла пырать

13 Çурла, 2021

Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Гузовский урамĕнчи нумай хваттерлĕ 20, 22, 24, 28-мĕш, Гагарин урамĕнчи нумай хваттерлĕ 27-мĕш тата Ярмăрккă урамĕнчи темиçе хутлă 3-мĕш çуртсен картишĕсене епле илемлетнипе паллашрĕ.

Гузовский урамĕнчи 20 тата 24-мĕш çуртсен хушшинче спортпа ача-пăча лапамĕсем тунă, хул-çурăма пиçĕхтермелли инвентарь, вăйă хатĕрĕсем вырнаçтарнă. Çуртсен подъезчĕсен умне пымалли çула, тротуара, отмосткăна çĕнетнĕ, автопарковкăсем тунă.

Тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков ЧР Пуçлăхне Шупашкарти картишсене юсас ĕç епле пынипе паллаштарчĕ. Кунта пуçтарăннă çынсем картише çĕнетме Чăваш Ен бюджетĕнчен укçа уйăрнăшăн республика Пуçлăхне тав турĕç.

Гагарин урамĕнчи нумай хваттерлĕ 27-мĕш тата Ярмăрккă урамĕнчи темиçе хутлă 3-мĕш çуртсен картишĕнче те нумаях пулмасть спорт лапамĕ туса пĕтернĕ. Кунта баскетболла, гандболла, футболла выляççĕ. Халĕ çеç хута янă ача-пăча лапамĕнче те шăпăрлансем куллен пуçтарăнаççĕ. Картише кĕмелли, подъездсен умне пырса чарăнмалли çулсене те çĕнĕрен асфальт сарнă.

Çав çуртсенче пурăнакансем те картише юсанăшăн, спортпа вăйă объекчĕсене ĕçе кĕртнĕшĕн савăннă, вĕсемшĕн ЧР Пуçлăхне тав турĕç.

www.hypar.ru Юрий Михайлов сăн ÿкерчĕкĕсем

Рубрика: 

Комментари хушас