Шупашкарта – çĕнĕ пуçлăхсем

8 Юпа, 2020

Паян, юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче, Шупашкар хулинчи депутатсен Пухăвĕ çĕнĕ, çиччĕмĕш, суйлаври депутатсемпе пĕрремĕш ларăва пуçтарăннă. Мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Алена Аршинова, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Аксаков, Николай Малов тата Леонид Черкесов хутшăннă.

Кун йĕркине кĕртнĕ пĕлтерĕшлĕ ыйтусен шутĕнче хула пуçлăхне тата хула администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлакана суйласси те пулнă. Депутатсем хула пуçлăхĕ пулма Олег Кортунова, хула администрацийĕн çĕнĕ пуçлăхне суйличчен çак тилхепене вăхăтлăх тытса пыма Владимир Филиппова шаннă.

Сăмах май, сити-менеджерсене çавăн пекех Канаш хулинче, Улатăр, Элĕк, Патăрьел, Канаш, Комсомольски, Красноармейски, Муркаш, Пăрачкав, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Елчĕк тата Тăвай районĕсенче суйламалла.

www.hypar.ru

Вера ЭВЕРККИ.

Комментари хушас