Шупашкарта икĕ объект хута кайрĕ

3 Авăн, 2020

Авăн уйăхĕн 3-мĕшĕ республикăн тĕп хулишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ икĕ объекта — И.Яковлев тата Тăххăрмĕш пилĕкçуллăх проспекчĕсене çыхăнтаракан ункăран пуçласа Канаш шоссине çитиччен тăсăлакан автоçула реконструкцилесе тата Сăкăт кĕперĕн иккĕмĕш çуррине юсаса пĕтернĕ хыççăн хута янипе палăрса юлчĕ.

И.Яковлев проспектĕнчи çула виçĕ сыпăка пайласа çĕнетрĕç. Пĕрремĕшĕ Кăкшăм урамĕнчен пуçланса Ашмарин урамне, унтан пуçласа Канаш шоссине, виççĕмĕшĕ И.Яковлев тата Тăххăрмĕш пилĕкçуллăх проспекчĕсене çыхăнтаракан ункăран пуçласа Кăкшăм урамне çити тăсăлать. Проект хакĕ 715,3 млн тенкĕ, муниципалитет саккасçи подряд организацийĕпе 2019 çулхи çурла уйăхĕнче 688 млн тенкĕлĕх килĕшĕве çирĕплетнĕ. Вăл кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне контрактра палăртнă ĕçсене туллин пурнăçланă. Ботаника сачĕн умне 7 сехетре çитнĕ ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев вĕсемпе паллашрĕ. Обĕекта ĕçе кĕртнĕ ятпа «Зеленстрой» АО умĕнче иртнĕ савăнăçлă пухура çапла каларĕ: «Паян эпир сирĕнпе пĕрле Иван Яковлев проспекчĕпе Тăххăрмĕш пилĕкçуллăх ункинчен пуçласа Канаш шоссине çитиччен тăсăлакан самай вăрăм сыпăкри çула тĕпрен çĕнетнĕ хыççăн официаллă мероприяти ирттерсе уçатпăр. Яковлев проспекчĕн çак сыпăкĕ те çулталăк хушшинче пач илемленсе улшăннине пурте куртăмăр. Паян вăл хальхи вăхăта тивĕçтерет, çулĕ-тротуарĕ лайăх сийлĕ, икĕ енĕпе те çуран çеç мар, велосипедпа та çÿреме пулать. Чи кирли — строительсем çул çÿрекенсен хăрушсăрлăхне тивĕçтернĕ».

Олег Николаев вĕсене, объекта тума хутшăннисене пурне те кунта сиксе тухнă йывăрлăхсене пĕтерсе ĕçе паха пурнăçланăшăн тав турĕ, юлашки çулсенче Шупашкарти çулсен пысăк пайне çĕнетнине, федерацин çулсем тумалли программине хутшăнса республикăн тĕп хули валли 2020 çулта хушма укçа çĕршыв бюджетĕнчен 340 млн тенкĕ илнине палăртрĕ. «Çак ĕçре республика Правительствипе хула администрацийĕн те, укçа куçарттарассишĕн ыйтăва татса пама явăçтарнă çынсен те тÿпе пур», — терĕ. Тепĕр ырă хыпар пĕлтерчĕ: И.Яковлев проспекчĕпе юнашар вырнаçнă Халăхсен туслăхĕн паркне çывăх вăхăтрах хăтласа илемлетĕç. Кунта укçа сахал мар явăçтарма палăртнă.

Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков çула тапхăрăн еплерех реконструкцилени, юсавçăсем чăрмавсене мĕнлерех çĕнтерсе пыни çинчен аса илчĕ. Кăçал çул тума Шупашкар çĕршыв бюджетĕнчен хушма укçа 340 млн тенкĕ илнине çирĕплетрĕ, çак пулăшушăн республика Правительствине тав турĕ.

Сăкăт кĕперне федерацин «Хăрушлăхсăр тата паха автомобиль çулĕсем» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн юсанă. Муниципалитет подряд организацийĕпе 2019 çулхи çу уйăхĕнче 181,1 млн тенкĕлĕх килĕшĕве çирĕплетнĕ. Ăна авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурнăçлама палăртнă. Кĕперĕн пĕрремĕш çуррине тата унтан Б.Хмельницкмй урамĕ патне çитиччен тăсăлакан автоçула 2019 çулхи çу-авăн, иккĕмĕш çуррине кăçалхи пуш-çурла уйăхĕсенче юсарĕç. Пĕрремĕш çуррине пĕлтĕрхи юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче ĕçе кĕртнĕ.

Юсав хыççăн кĕпер пач çĕнелчĕ. Унăн карлăкне, тротуарне, тимĕр-бетон сийне, ытти пайне улăштарнă, хулăн асфальт сарнă.

Олег Николаев кунта та çитсе строительсен ĕç пахалăхĕпе кăсăкланчĕ, хула халăхĕшĕн тунă пысăк ĕçе пĕтĕмлетрĕ, юсавçăсене тав турĕ. 20-мĕш маршрутпа çÿрекен троллейбус кĕперĕн иккĕмĕш çуррипе — пĕрремĕш, ытти транспорт ун хыççăн каçрĕç. Халĕ кунтан икĕ енĕпе те каçса çÿреççĕ.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ.

Видео тата сăн ÿкерчĕксен авторĕ Василий Кузьмин.

Видео кунта...

Сăнÿкерчĕксем кунта...

Рубрика: 

Комментари хушас