Шупашкарта пысăк улшăнусем пулĕç

20 Утă, 2020

Паян Шупашкар хула администрацийĕнче Чăваш Республикин аталанăвĕн комплекслă программине пăхса тухрĕç.

Пилĕк çуллăх ĕç-хĕл тĕллевĕсене палăртас тĕлĕшпе республика ертÿлĕхĕ темиçе уйăх каяллах ĕçлеме пуçланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев палăртнă тăрăх, çак ĕç вăраха кайни кашни шухăша шута илнипе, вĕсене тĕплĕ тишкернипе çыхăннă.

«Республикăра пурăнакансене май килнĕ таран ытларах итлеме тăрăшмалла. Çавăнпа программăна муниципалитетсенче тĕплĕн сÿтсе яватпăр, — терĕ Олег Николаев. — Шупашкар Чăваш Республикин тĕп хули çеç мар, вăл экономикăн тĕрлĕ сферинчи тĕп сыпăк. Кунта регионăн промышленноç, культура, ытти потенциал вырнаçнă. Çавна май вăл республика аталанăвĕн локомотивĕ пулса тăма тивĕç».

Республика ертÿçи палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме комплекслă программа самай пулăшассине палăртрĕ РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков. «Проектра пĕтĕмпех тĕплĕ палăртнă. Эпир ăна пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшатпăр. Республика çыннисене те çак ĕçе хастар хутшăнма чĕнетпĕр. Тепĕр пилĕк çултан пирĕн куç умне пачах урăх республика — çĕнелсе илемленнĕ, хăтлăланнă Чăваш Ен — тухса тăрĕ», — терĕ вăл.

Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков Шупашкар хулин аталанăвĕн программине шăпах çак тĕллевсене — халăх пурнăçне лайăхлатассине, ÿсĕм çулне хăвăртлатассине — тĕпе хурса хатĕрленине пĕлтерчĕ. Программăра строительство тĕп вырăн йышăнать. Муниципалитет халĕччен те çурт-йĕр тăвассипе пысăк кăтартусемпе палăрнă. Малашне çитĕнÿсем тата та пысăкрах пулĕç. Çавăн пекех инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртни хула аталанăвне хăват парĕ. Çапла вара налуксене пухассине ÿстерме, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме майсем ытларах пулĕç. «Шупашкар хули комплекслă программăна 50164 миллиард тенкĕлĕх 87 проектпа хутшăнать, — терĕ Алексей Ладыков. — Эпир вĕсене вăхăтра тата туллин пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшатпăр». Çитес пилĕк çуллăхра тумалли тĕп ĕçсен шутĕнче хула администрацийĕн ертÿçи Шупашкар аэропортне реконструкцилессине, виççĕмĕш транспорт çурма ункине тăвассине, çул-йĕр инфратытăмне çĕнетессине, общество вырăнĕсемпе нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене хăтлăлатассине, туризма аталантарассине палăртрĕ. Çавăн пекех вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕ, ЖКХ, культура, спортпа физкультура тытăмĕсенче тĕрлĕ проект пурнăçлама палăртнă. Сăмах май, чылайăшĕнпе ĕçлеме пуçланă та ĕнтĕ.

Аталану программи Пĕтĕм тĕнчери регионсен аталананăвĕн центрĕн генеральнăй директорне Игорь Меламеда та килĕшрĕ. Вăл проектра лайăх шухăшсем, ырă пуçарусем нумаййине палăртрĕ. «Çапах та икĕ самант мана шухăшлаттарать. Прграммăна республикăра тата хулара мĕнле пурнăçлăпăр? Программăна пурнăçлассине хăй çине илме пултаракан комисси йĕркелемелле. Çавăн пекех, манăн шухăшпа, тивĕçлĕ специалистсене хатĕрлессине йĕркелемелле. Университет çумĕнче интеллектуал канашне туса хумалла. Çапах та республика ертÿлĕхĕ программăран маларах пырать. Чăваш Республикин аталанăвĕн комплекслă программине кĕртнĕ нумай проект пурнăçланать те ĕнтĕ. Çак юхăма малашне те сыхласа хăварасчĕ».

Олег Николаев шухăшĕпе те программа пысăк тĕллевлĕ. Палăртнă мероприятисене пурнăçа кĕртсен Шупашкар чăннипех те пурне те килĕшекен вырăн пулса тăрĕ. Вăл республикăра пурăнакансене çеç мар, ытти регион, çĕршыв çыннисене те илĕртме пултарĕ.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас